Общественноçе çутçанталăк паян хăйне мĕнле «туйнипе» паллаштарас, тĕрĕслевпе асăрхав органĕсем ăна сыхлассипе мĕнле мерăсем йышăннине каласа парас тĕллевпе Атăл юханшывĕн бассейнĕн регионĕсенче уçă форумсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ.
Унта эксперт пĕрлĕхĕсене тата обществăлла ушкăнсене, массăллă информаци хатĕрĕсене явăçтараççĕ. Прокуратура, ĕç тăвакан влаç органĕсен, эксперт пĕрлĕхĕсен представителĕсем кăткăс (вăл шутра – хирĕçÿллĕ те) ыйтусене сÿтсе явса вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртаççĕ.
Хальхинче уçă калаçу вырăнне Мари Эл Республикине суйланă. Ку регион шыв-шурпа пуян: 469 юхан шыв, 689 кÿлĕ тата шыв упранакан 182 вырăн, Атăл çинчи Куйбышев тата Шупашкар водохранилищисен пайĕсем.
РФ Тĕп прокурорĕн заместителĕ С.Зайцев хутшăннипе иртекен форумра шывсене кăларса яракан каяшсенчен хÿтĕлес, шыв-шур объекчĕсем çывăхне ирĕклĕнех кĕме пултараслăха тивĕçтерес, путнă ишмелли хатĕрсене кăларса тĕп тăвас ыйтусемпе калаçаççĕ.
Атăлçи регионсем хушшинчи
çутçанталăка сыхлассипе тимлекен прокуратура.
Ноябрь 2024 |