Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Чаршав» халăх театрĕ куракансем умне çĕнĕ спектакль кăларчĕ.
«Кÿршĕ хĕрне» Николай Сидоров пьеси тăрăх лартнă. «Спектакле кашни артист хăйĕн чунне хыврĕ, çавăнпа та пулĕ вăл куракана килĕшмелле пулса тухрĕ», – терĕ халăх театрĕн ертÿçи Галина Иванова.
Тĕп рольсене Кристина Никифорова (Верук), Дмитрий Иванов (Петĕр), Иван Комаров (Якку), Надежда Ванюшина (Тарье), Николай Кириллов (Тимка), Надежда Казакова (Марук), Сергей Змеев (Сахар Медович) калăплаççĕ. Сасă режиссерĕ – Александр Васильев.
Артистсем театра аталантарассишĕн тăрăшни куçкĕретех. Репетицисене Вăрнара ялсенчен çÿреме тивет пулин те чун туртнă ĕçе пăрахăçласшăн мар вĕсем. Пысăк ăсталăхпа, чĕрене пырса тивмелле выляни халăха хăйсем тавра пуçтарма май парать.
Районти культура çуртĕнчи премьера хыççăн коллектив «Кÿршĕ хĕрĕпе» ялсем тăрăх çÿреме палăртать. Кÿршĕллĕ районсене çитесшĕн.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |