Тунсăхлама вăхăт çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:39 Просмотров: 538

Калининăри «Светлячок» ача садне çÿрекенсен кашни кун хаваслăхпа, çĕнĕлĕхпе пуян. Кăсăклă занятисем, вăйăсем, калаçусем – ачасен тавракурăмне ÿстерессишĕн воспитательсем пĕтĕм чун хавалĕпе тăрăшаççĕ.

Уявсем те яланах интереслĕ, кăмăллă иртеççĕ. «Колокольчики» ушкăн воспитанникĕсем, акă, кĕрхи уява та пысăк хавхаланупа чылай вăхăт хатĕрленчĕç. Хăйсен репетицисенче якатнă пултарулăхне ашшĕ-амăшĕсене кăтартасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç вĕсем.

Чăн та, нумайăшĕ кăçал кăна садике çÿреме пуçланă-ха хăйсем, апла пулин те питĕ маттур. Воспитательсем пулăшнипе пĕчĕкскерсем аталанура пысăк утăм тунă, нумай вĕреннĕ. Хăйсене тĕрĕс тытма, сăвăсене илемлĕ вулама, юрлама, ташлама...

Уяв программи те пуян. Ачасем патĕнче Çумăр, Чее тилĕ, Ылтăн кĕркунне хăнара пулчĕç, кĕçĕннисене ыйтусене хуравлаттарса, выляттарса савăнтарчĕç. Кĕркунне илемĕпе пуянлăхне мухтаса илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Ташшисем епле хÿхĕм тата, хусканăвĕсем çыпăçуллă, пичĕсем çинче йăл кулă.

Пĕчĕккисен садикри пĕрремĕш уявĕ чăннипе асра юлмалла иртрĕ. Çакă вĕрентекенĕсен тăрăшуллă ĕçĕн кăтартăвĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика