Явап тыттарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:53 Просмотров: 369

Республикăра çĕр законодательствине пăснă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Росреестрăн Чăваш енри управленине Шупашкар хулин Мускав район прокуратури «Хавал» общество тĕлĕшпе материалсем ярса панă.

«Юрсăпат хăйне суту-илÿ объекчĕ валли уйăрнă 200 тăваткал метр вырăнне территорие 19 хут пысăкрах лаптăкра йышăннă. Килĕшÿре палăртман пулин те, унта мансардăллă пурăнмалли çурт тата икĕ хутлă ытти строенисене туса лартнă», – прокуратура материалĕсемпе паллаштарать Управленин патшалăх çĕр асăрхавĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Мулюков.

– Енчен те Управление прокуратурăран материалсем килеççĕ-тĕк, Росреестрăн çĕр инспекторĕсем ку лаптăксене тухса тĕрĕслевсем ирттермеççĕ. Вĕсем тăратнă документсем тăрăх йышăну кăлараççĕ кăна. Анчах та административлă яваплăха Росреестр хурать, – хушса пĕлтерет Сергей Иванович.

Октябрьте Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн çĕр инспекторĕсем 500 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, вăл шутран 271-шĕ – предписание пурнăçлани тĕлĕшпе. Çĕр законодательствине пăснă 134 тĕслĕхе, предписание пурнăçламан 67 факта тупса палăртнă. Çавăн пекех административлă 106 тишкерÿ ирттернĕ.

Муниципаллă çĕр асăрхавĕн 32 материалне, çавăн пекех прокуратура органĕсем пуçарнă административлă пилĕк ĕçе пăхса тухнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика