Ултав шулĕксене пысăк тупăш кÿрет. Ахальтен мар вĕсем çынсене илĕртсе, шантарса укçасăр хăварма çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шыраççĕ. Суту-илÿ Интернет урлă анлă сарăлнине кура мушенниксем валли майсем халĕ тата ытларах уçăлчĕç. Туянаканпа сутуçă пĕр-пĕрне курмаççĕ, виртуаллă майпа çыхăну тытаççĕ – вĕсенчен хăшĕ те пулин ултавçă маррине никам та шантараймасть.
Шалти ĕçсен республикăри министерстви пĕлтернĕ тăрăх, акă, пĕр талăкра кăна шулĕксем çынсенне 700 пин тенкĕ ытла çаратнине регистрациленĕ, ку ытларикун пулнă. Хамăр район çынни те лекнĕ улталаннисен шутне. Киревсĕр ĕç каллех Интернетри суту-илÿпе çыхăннă. Арçын автомашина валли шинăсем туянма шутланă. Сутуçă ыйтнă суммăна та пĕр шикленмесĕр куçарса панă. Çакăн хыççăн темле çыхăнма тăрăшсан та ăна хуравлакан пулман. Куçарнă укçа та Интернет уçлăхĕнче (тĕрĕссипе, шулĕксен кĕсйинче) çухалнă.
Сăмах май, çак меслетпех Шупашкарти арçынна та чике тăршшĕ лартни паллă. Машина двигателĕ туянма тесе Интернетри сутуçăсене вăл малтанласа 52 пин тенкĕ тÿлесе янă, каярахпа 60 тата 10 пиншер тенкĕ хушнă. Çапах кирлĕ тавара кĕтсе илеймен. Чăн та, виртуаллă уçлăхри суту-илÿпе усă курман çын паян сахал – пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Çавăнпа тимлĕ пулмалла. Ултавран сыхланмалли тĕп мел асăрханулăх кăна, теççĕ полици ĕçченĕсем. Сутуçăн шанчăклăхне тĕрĕслемесĕр, паллă мар счетсем е электрон енчĕксем çине укçа куçарма юраманнине асăрхаттараççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |