Электрооборудовани юсавсăрри е ăна ĕçлеттернĕ чух йĕркене пăхăнманни – пушарсен тăтăш сăлтавĕсенчен пĕри. Çакна асра тытса асăрхануллăрах пуласчĕ. Изоляцийĕ сиенленнĕ электричество пралукĕсемпе тата кабельсемпе, арканнă розеткăсемпе е рубильниксемпе вуçех усă курма юрамасть.
Электролампăсене тата светильниксене хутпа, çунакан ытти япалапа витни-чĕркени те хăрушă. Ăшă хÿтĕлевĕн хатĕрĕсем çук е ăшă регуляторĕ юсавсăр электроутюгсемпе, электроплиткăсемпе, электрочейниксемпе тата ăшăтмалли ытти хатĕрпе усă курни те инкеке çывхартма пултарать.
Пÿлĕмсене килте ăсталанă электроприборсемпе ан ăшăтăр. Кил-хуçалăхри электроприборсене электросете чиксе асăрхавсăр ан хăварăр, вăл шутра – кĕтекен режимра та.
Кил-тĕрĕшре газ оборудованийĕ пурри те уйрăм тимлĕх ыйтать. Çак правилăсене пурин те çирĕп пăхăнмалла:
– газ баллонĕсене уйрăм çуртсенче, хваттерсемпе пурăнмалли пÿлĕмсенче, тĕпелсенче, эвакуаци çулĕсенче, пусма тăваткалĕсенче, путвалсемпе чартаксенче, балконсем çинче упрама юрамасть;
– газ тухни палăрать-тĕк, нимле газ оборудованине те ĕçлеттермелле мар;
– газ арматурин пайĕсене хĕлхем кăларакан инструментсемпе çыхăнтармалла мар, пĕрлештернĕ вырăнсене уçă çулăмпа (чĕртнĕ шăрпăкпа, зажигалкăпа, çуртапа) тĕрĕслени хăрушă;
– юсавсăр газ приборĕсемпе усă курма юрамасть, вĕсен çывăхне сĕтел-пукан е çунакан ытти япала ан вырнаçтарăр.
Аса илтеретпĕр: пушар тухнине, пÿлĕмре тĕтĕм сарăлнине сисрĕр-тĕк, тÿрех пулăшу чĕнмелле. Пушар хуралне кĕсье телефонĕнчен шăнкăравламалли пĕрлĕхлĕ номер – 101.
Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
