Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви органĕсем экстремизм паллиллĕ преступленисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçĕн тишкерĕвне вĕçленĕ. Айăпланаканĕ – 41-ри арçын, Ставрополь крайĕнче регистрациленнĕскер.
Следстви версийĕ тăрăх, çак арçын 2014 çулхи ноябрь–декабрь уйăхĕсенче Украинăри националистла батальонсенчен пĕринче тăнă, 4 пин гривна хавхалантарушăн Донецк халăх республикин ополченине хирĕçле хĕçпăшаллă çапăçусене хутшăннă.
Кунсăр пуçне вăл темиçе хутчен те Интернетра халăхсем хушшинчи курайманлăха пуçарма хĕтĕртекен, нацизма çĕнĕрен чĕртме чĕнекен материалсем вырнаçтарнă. Хăшпĕр публикацисенче, сăмахран, экстремистла ĕçсене хутшăнма уççăнах чĕнни, Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем тата историйĕнчи паллă датисем пирки калакан сведенисене тăрăхлани, хисеплеменни пур.
Каласа хăвармалла, арçын тепĕр уголовлă ĕçпе те айăпланать. Вăл пирĕн республикăра наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне те хутшăннă-мĕн.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |