Республикăри граждансен тата юридици сăпачĕсен килти хушма хуçалăхра тытма, пахча-çимĕç ÿстерме, сад ĕрчетме харпăр хăй валли çурт-йĕр, гараж тата ытти хуралтă лартма кирлĕ çĕр лаптăкĕсем, çавăн пекех вĕсем çинче куçман пурлăх объекчĕсем пур.
Хальхи вăхăтра вара çавăн пек çынсен умне хăйсен çĕр лаптăкĕсене патшалăх кадастрĕн шутлавне тăратнă чухне çивĕч ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ, вĕсенчен пĕри – юнашарти çĕр лаптăкĕ çине «кĕрсе кайни».
Куçман пурлăх харпăрлăхĕн прависене упраса хăварас тĕллевпе харпăрлăхçăсен, «усă куракан çĕр хуçисен хăйсен çĕр лаптăкĕсен чиккине палăртас е патшалăхăн куçман пурлăх кадастрĕнче вĕсен координачĕсене шута илнин кăтартăвĕсем çук лаптăксен чиккисене тÿрлетÿсем кĕртес, кунпа пĕрлех куçман пурлăхăн пĕрлехи реестрĕнче çав лаптăксемпе усă курма ирĕк илес тĕлĕшпе тумалли ĕçсене пурнăçламалла.
Çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртессине тата çĕр касса ун чиккисене палăртассине кадастр инженерне шанса параççĕ, унăн кадастр инженерĕ пулнине çирĕплетекен квалификаци аттестачĕ пур, çавна тĕпе хурса, унпа килĕшÿ тăваççĕ. Кадастр инженерĕсен списокне патшалăх регистрацийĕн кадастр тата картографин Федераллă службин официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. Çавăн пекех çак ĕçсене Чăваш Республикин Юстицин тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ пурнăçлать, унăн адресĕ, Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8-мĕш çурт; электрон почти: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.; телефонĕ: 8(8352)57-03-07.
Кадастр инженерĕ туса хатĕрленĕ çĕр лаптăкĕсен чиккисен планне «Росреестрăн» пирĕн республикăри бюджет учрежденийĕн филиалне куçман пурлăхăн пĕрлехи реестрне кĕртме тÿрех е нумай функциллĕ центрĕ урлă ярса параççĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе усă курма харпăрлăх прави илес тĕллевпе хăвăр пурăнакан вырăнти нумай функциллĕ центра е Росреестрăн пирĕн республикăри управленине (унăн территориллĕ органĕсене) пымалла.
Ноябрь 2024 |