Кăçалхи октябрь вĕçĕнче Чăваш Республикин Арбитраж сучĕ С.Павлов финанс управляющине, «Арбитраж управляющийĕсен тĕп агентстви» ассоциаци членне административлă явап тыттарма йышăннă. Ăна ултă уйăхлăха дисквалификацилесе ĕçлеме чарнă.
Айăпланнă арбитраж управляющийĕ панкрутлăх çинчен калакан федераллă саккуна пăснине, административлă тишкерÿ ирттернĕ май, республикăри Росреестр управленийĕ палăртнă-мĕн.
«Панкрутлăх ĕçне пуçарни тата парăмçăн пурлăхне сутма пуçлани пирки пĕлтерĕве С.Павлов вăхăтра пичетлемен. Парăмçăн кредиторĕсене те финанс управляющийĕн отчетне ярса паман. Ку кăна та мар, вăл панкрутлăх ĕçне вĕçлесси пирки арбитраж судне ходатайство вăхăтсăр çырнă, çавăн пекех парăмçăн конкурс пурлăхĕнчен суд акчĕсĕрех укçа-тенкĕ кăларнă», – ăнлантарать Управленин пай пуçлăхĕ Ольга Левина.
С.Павлова 2017–2018 çулсенче ултă хутчен административлă явап тыттарнине те суд шута илнĕ. Анчах асăрхаттарусем, штрафсем хуни арбитраж управляющине юсанма пулăшман, вăл саккунсăр ĕçсемпе хăтланма пăрахман. Çак сăлтавпах суд управляющи тĕлĕшпе дисквалификаципе усă курма йышăннă.
Суд йышăнăвĕ С.Павлова вăл тимленĕ мĕнпур панкрутлăх ĕçĕсемпе малашне хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарать.
Суд акчĕ саккунлă вăя кĕмен.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |