Ĕлĕк чухне ĕлĕкчĕ е Самани халь урăхла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2018, 13:16 Просмотров: 340

21-мĕш ĕмĕр мĕн тĕрлĕ «ăслă тетте» сĕнмест пулĕ – кĕсье телефонĕ, планшет, компьютер тата ытти гаджетсем. Ăс-тăна çивĕчлетме, тавракурăма аталантарма, пурнăç таппипе тан пыма майсем çителĕклех.

Аслă ăрурисем ку чухнехи пурнăç тÿнтерĕшĕсене те асăрхаççĕ. Иртнĕ вырсарникун асанне çуралнă тăрăха кайсан ялти Йăван мучипе калаçма тÿр килчĕ.

– Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕренпе ултавçăсем, суеçĕсем нумайланса кайрĕç. Авă радио итлетĕн-и, хаçат вула- тăн-и, телевизор пăхатăн-и – пур çĕрте те банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем ÿснине çирĕплетеççĕ, – ятлаçать шурсухал.

Чăнах та, япшар чĕлхеллĕ мушенниксем мĕн чухлĕ çынна чике тăршшĕ лартмаççĕ пулĕ. Паллах, улталанас мар тесен мучие тимлĕхе çухатмалла маррине каларăм. Анчах та ватă çын тата хĕрÿллĕн пуплеме тытăнчĕ.

– Интернет, интернет теççĕ. Этемлĕх миçе ĕмĕр унсăрах пурăннă. Çутă тĕнчене цивилизаци кирлех-ши; Хальхи вăхăтра тăрлавсăр ывăл-хĕрсем, ниçта ĕçлеменскерсем, килте ларсах интернет урлă кредит илме пултараççĕ. Ман пĕлĕшĕн студент ывăлĕ ытла та йĕркесĕрленсе кайнă, çапла майпа çур миллион тенке яхăн кивçен укçа илнĕ тет. Процент виçисем çĕпре пек йÿçсе пынăран нухратне икĕ хут ытларах тÿлемелле имĕш. Халĕ çав этемкке тăван ашшĕ-амăшне парăмăн тĕпсĕр шăтăкне тĕксе ячĕ...

Йăван мучине салхуллă шухăшран сирĕлме пулăшас терĕм.

– Эсир мăшăрпа питĕ маттур çынсем. Мĕнлерех хуралтă çĕкленĕ, чаплă карта тытнă. Уяв кĕрекинче те иксĕр çамрăк мăшăр пек ларатăр, – тетĕп.

Мучи ман еннелле тимлĕн тинкерчĕ. Эпĕ ват çынна Интернетри пĕр сайтра унăн çемье сăнÿкерчĕкĕсене курнине евитлерĕм.

– Ан тĕлĕнтер, – ик пĕççине шарт çапрĕ ватă çын.– Мăнуксем ăмăртсах сăн ÿкеретчĕç çав. Капла пăхсан Интернечĕ те кирлĕ пек. Инçерех пурăнсан та ентешсен ĕç-хĕлне ал тупанĕ çинчи пек курма пулать иккен. Мда-а-а...

Ман асанне çапла калатчĕ, «Ĕлĕк чухне ĕлĕкчĕ. Ĕмĕрхи-авалхине асра тытмалла, анчах вăхăт ыйтнă пек пурăнмалла». Самана таппинчен юлас мар тесен ăслăлăхпа техника аталанăвне аякка сирсе яма çук. «Ăслă теттесем» пысăк усă параççĕ. Ку чухнехи яшсемпе хĕрсене ытларах ăнчĕ темелле. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрти тантăшĕсемпе танлаштарсан пĕлĕве тĕрлĕ çăлкуçсенчен илсе тарăнлатма пултараççĕ. Хальхи саманари çамрăк хăюллăрах, пуçаруллăрах утăмсем тăвать.

– Манăн йăмăк 24 çул тĕлне икĕ аслă пĕлÿ илчĕ. Химипе фармаци факультетĕнче ăс пухнă чух юридици факультетне кĕретсĕр вĕренме кĕчĕ. Университетра ăс-тăна çивĕчлетнĕ чух ĕçе çÿреме те мехел çитерчĕ,– хавасланса калаçрĕ аппăшĕ Оксана Бухарина, Вăрманкас ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер.

Самана таппинчен юлмасан кашни çыннах пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех.

Елена Порфирьева.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика