Хаçат-журнал вуламасăр пурăнма йывăр. Этеме чун апачĕ кирлех. Анчах та ĕçĕ кăткăсран почтальонсем яллă тăрăхра тăрăшасшăн мар.
Акă, Малтикас Ялтăрапа Уйкас Ялтăрара хаçат-журнал валеçекенсем умлăн-хыçлăн улшăнчĕç. Пирĕн телее, маттур тата хастар çын тупăнчĕ. Вăл Зинаида Кондратьева. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, хаçат-журнал, пенси вăхăтра валеçет. Кунсăр пуçне çутăшăн, газшăн тÿлемелли квитанцисене килĕрен çитерет.
Халĕ тата почтальонсене тепĕр ĕçе кÿлчĕç. Вĕсен çÿп-çап тÿлемелли çинчен каланă пĕлтерÿсене те килĕрен валеçмелле иккен. Çакă кирек мĕнле çанталăкра та çула тухакан почтальонсен ĕçне тата йывăрлатмасть-ши?! Зинаида Кондратьева чăтăмлăх çитерсе пархатарлă ĕçре тата нумай çул тăрăштăрччĕ.
Нина ПАРАМОНОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
