Обязательнăй майпа ĕçлеттерни – йĕркене пăснăшăн тивекен айăплав тĕсĕ. Ăна пурнăçлассинчен пăрăннăшăн тата çирĕпрех явап кĕтет. Районти пĕр хĕрарăма, сăмахран, ку ĕçсене тухманшăн икĕ талăклăха арестленĕ.
Т.-на обязательнăй майпа ĕçлеттерме палăртнă йышăну суд приставĕсен районти пайĕн пурнăçлав производствинче пулнă. Полицин «Вурнарский» пайĕ хунă административлă штрафа тÿлеменрен çапла айăпланă ăна. Хĕрарăмăн палăртнă сехетсене ял поселенийĕн администрацийĕнче тăрăшса татмалла пулнă.
Анчах парăмçă обязательнăй майпа ĕçлессинчен пăрăнса çÿренĕ. Суд приставĕсен çак сăлтавпа РФ КоАП-ĕн 20.25-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе протокол çырма тивнĕ, ăна миравай судья патне ярса панă. Судья хĕрарăмăн айăпне çирĕплетнĕ, икĕ талăклăха арестлеме йышăну кăларнă. Арест хуни ăна обязательнăй майпа ĕçлессинчен хăтармасть – айăплав вăхăтне унăн пурпĕрех вăй хурса татма тивет.
Ноябрь 2024 |