Çак ятпа Вăрнарти «Ромашка» ача садĕнче алĕçĕсен куравне йĕркелерĕç. Амăшĕн кунĕ тĕлне ун валли чылай экспонат пухăнчĕ. Уяв иртсен те унпа кăмăлтан паллашма май пулчĕ.
Пирĕн ашшĕ-амăшĕ мĕн тери пултаруллă иккен?! Курава вĕт шăрçаран тĕрленĕ картинăсем, çыхнă, ăсталанă япаласем нумай тăратнă.
Иртнĕ эрнере уява халалласа амăшĕсемпе ачасем эстафетăра тупăшрĕç. Тĕрлĕ конкурссенче правурлăх, ăсталăх кăтартрĕç.
Амăшĕсен, ачасен куçĕнче телей çиçнине курма кăмăллă пулчĕ. Чи кирли – пĕрлехи хутшăнура савăнăçа туйма пĕлни.
Спорт мероприятине хутшăннисем пурте дипломсене тивĕçрĕç.
М.НИКИШОВА, физкультура инструкторĕ.
В.КОНОВАЛОВА, воспитатель.
Ноябрь 2024 |