Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ профориентаци эрнине тата волонтер-профориентаторсен «Твой выбор профессии!» акцие ытти çулхи пекех хастар хутшăннă.
Професси суйлама пулăшакан мероприятисем квест мелĕпе иртнĕ. Вĕсене Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Пăртасри, Кÿстÿмĕрти шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Кашни класс çумнех икшер волонтер çирĕплетнĕ. Вĕсем вĕренекенсене тĕрлĕ «станцисем» тăрăх çула илсе тухнă: экономика, технологи, математика, ветеринари, истори, автомеханика, физика енĕпе. «Аукцион» станцире ачасем пĕр минутра миçе професси ячĕсене пĕлессипе тупăшнă.
Шкул ачисен çавăн пекех республикăри «Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионатăн суйлавлă ăмăртăвне те пăхма май пулнă. Техникумра конкурс повар-кондитерсем, техника мастерĕсем хушшинче иртнĕ.
Профориентаци эрнине библиотека та хутшăннă, вĕренекенсене ятарлă кĕнекесемпе паллаштарнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
