Чÿк уйăхĕн 26–30-мĕшĕсенче республикăра «Професси суйлатпăр» акцие эпир те, Санарпуç вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекенсем, хутшăнтăмăр.
Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче типографие экскурсие çул тытрăмăр. Унта кĕрсенех сăмсана сăрăпа çилĕм шăрши кăтăклать. Акă, ăçта кун çути курать иккен эпир юратса вулакан «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕ!
Эпир, шкул ачисем, типографире çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Хатĕр хаçата вулакан патне çитерес тесен питĕ нумай вăй хумалла иккен.
Чи малтан хаçат валли пысăк тĕркерен хут касса кăлараççĕ. Кайран ăна ятарлă станок çине хураççĕ, оборудовани ăна кирлĕ виçепе касать. Редакцирен килекен хатĕр пленкăсене проявительпе кăлараççĕ. Çак ĕçсене туса пĕтерсен тин хаçат пичетлеме юрать иккен.
Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, хаçат пичетлемелли пĕр банка сăрă пысăкраххи 15 пин тенкĕ, пĕчĕкреххи 5 пин тенкĕ тăрать. Хаçатăн пĕр кăларăмне (4200 экземпляр) пичетлеме 180 грамм сăрă каять.
Экскурси пирĕн кăмăла кайрĕ. Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакан çынсемшĕн усăллă ĕç тунăшăн, пире хăйсем патĕнче тарават кĕтсе илнĕшĕн, ĕçĕ-хĕлĕ пирки кăсăклă каласа кăтартнăшăн эпир, саккăрмĕшсем, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Ырă сунса,
Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем.
Ноябрь 2024 |