Ырă ĕçе – ырă ят

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:46 Просмотров: 367

Ноябрь вĕçĕнче Шупашкарта иртнĕ çамрăк волонтерсен форумĕнче «Ăспарулăх ĕçĕн чи лайăх практики» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă.

Ку йыша «Плюс один» номинацире палăрнă Вăрнарти 1-мĕш шкулти Румия Рашидовна Басырова та лекнĕ. Парне вырăнне шкул 5000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Унпа волонтерсем валли спортинвентарь туянас тĕллевлĕ.

Асăннă вĕренÿ организацийĕ тата Аçăмçырминчи вăтам шкул «Шаг навстречу» ыркăмăллăх проектне пурнăçлакансен йышне кĕнĕ. «Чувашия» фонд вĕсенчи волонтерсен кăçалхи ĕç-хĕлне ырă енпе хакланă.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти волонтерсен ушкăнĕ экологи пуласлăхĕшĕн тăрăшнине çырнăччĕ. Нумаях пулмасть вĕсен ырăлăхĕ тепĕр ĕçпе те пысăкланнă. Хастар çамрăксем пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ ачана тимлĕхе илнĕ. Ку ĕçе Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн депутатне Александр Гаврилович Назарова явăçтарнă. Ачапа калаçусем, тĕлпулусем ирттерни усă панă – вăл тÿрĕ йĕр çине тăнă.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ вĕçленсе пырать, анчах та Вăрнарти 1-мĕш шкулти волонтерсен ушкăнĕ проекта çитес çул та ăнăçлă ĕçлеттересшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика