Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри управленийĕн информацийĕ тăрăх, республикăра вырсарникун кăна тăватă районта «хĕрлĕ автан» шар кăтартнă. Хамăр районта та алхаснă вăл, Çĕньял Хапăсри пĕр хуçалăхра сиен кÿнĕ.
«Килкартинче çулăм тивсе илнĕ пирки пĕрлĕхлĕ пулăшу службине кăнтăрла иртсен пĕлтернĕ. Палăртнă тăрăх, хуçалăхра йывăç кĕлет çунма тытăннă. Вут-çулăм унăн стенипе тăррине сиенленĕ. Инкек сварка ĕçĕсем вăхăтĕнче асăрхануллă пулманран тухма пултарнă тесе шутлаççĕ. Кил хуçи çывăхрах çăмăл машинăна юсассипе тимленĕ-мĕн», – пĕлтерет Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕ.
Тунтикун вара пушар сÿнтерекенсен тепĕр инкек вырăнĕнче, Пăртасра, вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ. 16 сехет те 30 минут тĕлĕнче пулнă кунтан шăнкăрав. Пĕр хуçалăхра тухнă пушар пысăк сиен кÿнĕ: сарайне, унти утта çунтарса кĕллентернĕ. Инкек сăлтавне палăртассипе тĕрĕслевсем пыраççĕ, ку енĕпе тĕрлĕ службăсем ĕçлеççĕ.
Пушар хуралĕн сотрудникĕсем хĕллехи хăрушлăх пысăк тапхăрта çынсене тимлĕхе уйрăмах вăйлатма сĕнеççĕ. Асăрханулăх кăна синкерлĕ инкексенчен, пурлăх енчен шар курассинчен сыхласа хăварать.
Вут-çулăмпа çыхăннă инкек тухас пулсан, кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа пулăшу чĕнмелли номер – «101».
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |