Сунара тухма ирĕк пулман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:23 Просмотров: 331

Сунар тапхăрĕнче республикăри Çутçанталăк министерствин, Шалти ĕçсен министерствин тата Раççей Гвардийĕн управленийĕн сотрудникĕсем районта пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Тĕрĕслевсем гражданла хĕçпăшал çаврăнăшĕн сферинчи саккунсене тата сунар правилисене пăхăннине тишкерес тĕллевлĕ. Декабрĕн 7–9-мĕшĕсенче иртнĕ ку мероприятисем вăхăтĕнче 8 гражданина административлă явап тыттарнă, регистрацилемен пĕр пăшал тата 20 патрон туртса илнĕ.

Полицин участокри уполномоченнăйĕ Андрей Гончаров, Раççей Гвардийĕн лицензи паракан инспекторĕ Андрей Самолетов, «Янгорчинское» сунар хуçалăхĕн инспекторĕ Виталий Ларионов хутшăннипе, акă, ушкăн ку тăрăхра декабрĕн 8-мĕшĕнче тĕрĕслевпе пулчĕ. Документсемпе паллашма тесе, Кĕçĕн Кипек ялĕ çывăхĕнче сунарта çÿренĕ Ф.-на чартăмăр. Унăн кайăк-чĕрчун тытма ирĕк тата путевка çукки палăрчĕ. Арçыннăн яка пĕр кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ пĕрле пулнă, анчах ăна илсе çÿреме тата упрама шалти ĕçсен органĕ панă ирĕк çук. Йĕркене пăснă çак тĕслĕхшĕн Ф.-на пăшалпа патронĕсене конфискацилесе 3–5 пин тенкĕ штраф е 5–15 талăклăха административлă арест хума пултараççĕ.

Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ тата Раççей Гвардийĕн республикăри управленийĕн лицензи ĕçĕн уйрăмĕ тепĕр хут аса илтереççĕ: граждансен саккунсăр упранакан пăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕнекен япаласене, сирпĕтекен хатĕрсене ирĕклĕн килсе пама май пур. Çакăншăн укçан хавхалантараççĕ: яка кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 4000 тенкĕ (1 шт.)* касăмлă кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт.)* çар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт)* килте тунă перекен хатĕр – 2000 тенкĕ (1 шт.)* граната, мина, снаряд – 3000 тенкĕ (1 шт)* взрыв тăвакан япаласем (тротил, тар, аммонит тата ыттисем – 500 тенкĕ (100 грамм)* çар хатĕрĕсем – 50 тенкĕ (1 шт)* сирпĕтмелли хатĕрсем (детонаторсем тата ытти ) – 800 тенкĕ (1шт/1м).

Кăçал, сăмахран, Аçăмçырми ял поселенийĕнчи И.-не яка кĕпçеллĕ сунар пăшалне хăй ирĕкĕпе панăшăн 4000 тенкĕ тÿленĕ. Çавăн пекех Уйкас Кипек, Пăртас, Вăрнар поселенийĕсенчи граждансем те яка кĕпçеллĕ пăшалшăн 4 пиншер тенкĕне тивĕçнĕ. Патронсем килсе панăшăн та Вăрнарта пурăнакан Д.-на (2 шт.) тата Н.-на (6 шт.) 100 тата 300 тенкĕпе хавхалантарнă.

Пытарса усракан, регистрацилемен пăшала, çар хатĕрĕсемпе взрыв тăвакан япаласене, сирпĕтмелли хатĕрсене полици сотрудникĕсем тупсан РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйипе уголовлă явап кĕтет, айăплавĕ – 4 çул таран ирĕксĕр хăварни.

Саккунсăр упранакан пăшал, çар хатĕрĕсем пирки тĕрĕс информацие хыпарлакан граждансене те çак пăшал е çар хатĕрĕшĕн тивекен хавхалантарун 50 процентне тÿлеме пăхнă.

А.САМОЛЕТОВ,

Раççей Гвардийĕн республикăри управленийĕн лицензи паракан уйрăмĕн инспекторĕ полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика