Алăранах ярса илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.12.2018, 09:24 Просмотров: 339

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри линейнăй пайĕ нумаях пулмасть чукун çул контейнерĕнчен тавар вăрлакансене тытса чарнă. Киревсĕр ĕç Вăрнар тăрăхĕнче пулнă.

Çухатăва тÿрех мар, Сергач станцийĕнче кăна сиснĕ. Килсе çитнĕ поезд составĕнчи пĕр контейнера такам аркатни курăннă. Тĕрĕслесен тавар шучĕ те тухман. Çакăн çинчен çийĕнчех линейнăй пая хыпарланă.

Оперативлă сотрудниксен иккĕленÿ пулман: состав Вăрнар станцийĕнче кăна вăрах – икĕ сехет тăнă, апла пулсан преступлени вырăнĕ кунта. Вĕсем станцине килсе çитнĕ, шырав ĕçĕсене пуçланă. Йăнăшман иккен: кĕçех вăрланă япаласен вăрттăн вырăнне шыраса тупнă. Çур литрлă пыл банкисем (пĕтĕмпе 440 ытла), типĕ курăкпа тата туратсемпе витсе хунăскерсем, контакт сечĕн опорисем çывăхĕнче чип-чиперех ларнă.

«Ку банкăсене пытарнă çынсене те тытса чарма май килнĕ. Вĕсенчен пĕри, 26-ри арçын банкăсене машинăпа турттарса тухма хăтланнă – çак вăхăтра ярса илнĕ те ăна оперативниксем. Киревсĕр ĕçе тума хутшăннă тесе шутлакан тепĕр икĕ арçын та каярахпа йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Транспорт полицийĕн сотрудникĕсем палăртнă тăрăх, каçхине арçынсем чукун çул контейнерĕн çăрине касса татнă, шала кĕрсе пĕтĕмпе 87 пинлĕх пыл çаратнă.

Тытса чарнă арçынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Раççей Шалти ĕçсен министерствин Атăлçи федераллă округĕнчи транспорт çинчи управленийĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика