Йĕлтĕрпе ярăнни усăллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:25 Просмотров: 416

Тухтăрсем палăртнă тăрăх, спортăн хĕллехи тĕсĕсем тата вĕсен элеменчĕсем, уçă сывлăшри вăйăсем сывлăха çирĕплетес, çаврăнăçулăха, чăтăмлăха ÿстерес ĕçре питĕ витĕмлĕ. Вăрманта тренировкăсем ирттерни пушшех те. Кунти сывлăш чире пуçаракан бактерисене пĕтерет.

Йĕлтĕрпе ярăнни уйрăмах усăллă. Сывлава тĕрĕс йĕркелеме, вестибулярлă аппарата аталантарма, чĕре-тымар тытăмне çирĕплетме пулăшать, ура мышцисемшĕн, прессшăн питĕ лайăх.

Йĕлтĕрпе утни, чупни артроза, плоскостопие, варикоза, тромбоза асăрхаттарас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.

Спортăн ку тĕсне килĕштерекенсене савăнăçлă хыпар кĕтет: Вăрнарти йĕлтĕр базинче прокат уçăлнă. Вăрман варринче хывнă трасса вĕсемшĕн уйрăмах кăмăллă пулĕ. Çитменнине, ăна каçпа çутатмалла тунă. Районăн тĕп физкультурникĕ Сергей Политов пĕлтернĕ тăрăх, йĕлтĕр бази ытларикун – юнкун 16–19 сехетсенче, шăматкун 10–20 сехетсенче, вырсарникун 10–18 сехетсенче ĕçлет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика