Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ. /т-пĕвĕме чир-чĕрсем тăтăшах асаплантараççĕ. Тухтăрсем сипленипе ĕмĕре тăсасчĕ текен ĕмĕтпе пурăнатăп. Больницăна час-часах çÿреме тивнĕрен темĕн те куртăм.
Тухтăрсем те пурте пĕр мар иккен. Чир-чĕр нушалантарнă чух хăшпĕрисенчен пулăшу кĕтсе илейменни те пулать. Теприсем вара чирлĕ çынна пĕтĕм чун- чĕререн сыватасшăн тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть хама япăх туйнипе тухтăр патне кайма тиврĕ. Ун патĕнче малтан та пулнă, манăн чир-чĕрсене питĕ лайăх пĕлет вăл. Ăна çак самантра мĕн ыратни, канăç паманни çинчен каласа патăм. Вăл итлесе пĕтерчĕ те: «Эсĕ сакăрвуннăра», – тесе касса татрĕ. Эмелсем те, уколсем те урăх сĕнмерĕ. Тинех ăнланса илтĕм: тек манăн сываласси çинчен ĕмĕтленмелле мар, вилесси пирки анчах шухăшламалли юлать пулĕ. Хуçăлнă кăмăлпа тухса утрăм больницăран. Тухтăра манăн сывлăх нимĕн чухлĕ те кăсăклантарманни курăнчĕ.
Чир хăйĕн ĕçнех тăвать, анчах пурăнас килет. Темиçе кунтан каллех Вăрнара больницăна таплаттартăм. Шĕкĕр Турра, ку хутĕнче урăх тухтăр йышăнчĕ. Питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕ, тимлĕн итлерĕ, тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕ, кардиограмма та турĕ, рентгенне те ÿкерттерчĕ. Пĕтĕм кăтартусене тишкернĕ хыççăн: «Сан стационарта сипленмелле пулать», – тесе хут тыттарса ăшă сăмахсем каласа ăсатрĕ. Тухтăр кăмăллăн калаçнипех, маншăн чунтан ăшталаннипех сывалнăн туйрăм, ыратни çинчен те манса кайрăм.
Тепĕр тĕслĕх те пулнăччĕ. Хам сывлăха тĕрĕслеттерсе пăхас тесе кайнăччĕ ун чух сиплев çуртне. Тухтăр тĕплĕн тĕрĕслерĕ те хăвăртрах стационара выртмалла терĕ. Хирĕçлеме пăхрăм: «Ытлашши нимĕн те аптăратмасть, выртма май килмест, пĕчченех пурăнатăп та выльăх-чĕрлĕхе пăхакан çук. Эмел çырса парăр та çитĕ», – тетĕп. Вăл тÿреммĕнех касса татрĕ: «Санăн пурăнас килет-и, больницăран кăларса яраймастăп, çул çинчех ÿксе вилме пултаратăн». Килте хăварма çын тупатăп та ыранах стационара выртма килетĕп тесе аран ÿкĕте кĕртрĕм.
Тепĕр кунне чăнах та ирех килтĕм, тухтăр сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех пурнăçласа сиплентĕм. Тавах ăна, манăн пурнăçа сыхласа хăварассишĕн чунтан тăрăшнăшăн. Çавăн пекех хама сипленĕ мĕнпур медицина ĕçченĕсене те ырă кăмăлĕсемшĕн, вашаватлăхшăн тав тăвас килет.
Толя Мучи.
Хураçырма.
Ноябрь 2024 |