Çын çинчен çырнă чухне яланах вăл кам пулнине, унăн чун ыркăмăллăхне асра тытатпăр, унăн пурнăç çулне тишкеретпĕр. Çакăн пек уçă кăмăллă та вашават çын вăл – Услантăр Енĕшри отставкăри милици майорĕ Юрий Алексеевич Митрофанов.
Çак ялтах çуралнă вăл. 10 класа хыçа хăварсан Канашри СПТУ-ра шофера вĕренсе тухнă. 1975 çулта Байкал леш енчи çар округĕнче службăра тăнă. Салтак аттине хывсан 1977–2004 çулсенче шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче тăнă. Должноçри тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн тĕрлĕ наградăсене, юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Ун кăкăрне «Честь и долг» паллă илемлетет.
1977 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕ, Светлана, Кĕçĕн Кипек ялĕнчен. Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Катя Мускавра вĕренет, Валя Шупашкарта ĕçлет, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа университетра вĕренет.
Манăн Юрий Алексеевич çынсене пулăшнă пĕр тĕслĕхе аса илес килет. «Звезда» колхоз пулнă чухне Енĕш салинчи тата Кивçурт Енĕш бригадисем пĕрле тăрăшса ĕçлетчĕç. Колхоз правленийĕ колхозниксене ун чухне хавхалантарма пĕлнĕ. Пĕрре Шупашкара Чăваш драма театрне Валерий Петров автобусĕпе «Ялта» спектакле курма 27 çынна илсе кайнăччĕ. Яла таврăннă чух автобус çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Çĕрле пулнине пăхмасăр Юрий Алексеевич автобус юсама пулăшрĕ, тĕрлĕ запас пайсем тупса пачĕ. Халăх шăнма пуçларĕ, çавна шута илсе Юрий Алексеевич 27 çынна хăйĕн хваттерне илсе кайрĕ, пурне те çывăрма вырнаçтарчĕ. Çак пулăма çынсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ.
Ашшĕпе амăшĕ – Алексей Митрофанович тата Перасковья Родионовна – та уçă чунлă çынсем пулнă. Тăватă ывăл – Владик, Саша, Юрий тата Олег пĕр-пĕрне пулăшса çитĕннĕ. Анчах та Олегăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ. Владик – энергетик, Саша «Звезда» колхозăн агрономĕнче тăрăшуллă ĕçлерĕ.
Ашшĕ ĕмĕрĕпе колхозра трактористра вăй хучĕ. Амăшĕ, Перасковья Родионовна, 41 çул учитель ĕçне халалланă, Енĕшри, Кивçурт Енĕшри, Тимĕрçкассинчи, Кив Сăрьелти, Канаш районĕнчи Матьшÿ ялĕсенче тимленĕ, нумай наградăсене тивĕçнĕ.
Нумаях пулмасть Юрий Алексеевича сумлă наградăпа чысланă. Манмаççĕ çÿлтисем хастар та ĕçчен, ырă кăмăллă çынна.
Халĕ Юрий Алексеевич Услантăр Енĕшре тĕп килĕнче пурăнать. Çынсене яланах пулăшма тăрăшать. Çакăншăн ăна халăх хисеплет.
Валерий ГРИГОРЬЕВ.
Кивçурт Енĕш.
Ноябрь 2024 |