Театр çулталăкĕ уçăлчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:29 Просмотров: 524

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейĕпе Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Чăваш енре çак паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2019 çула Театр çулталăкĕ тесе йышăнасси пирки Указ алă пусса çирĕплетнĕ.

Çакă театр тытăмĕнчи чи ăнăçлă йăла-йĕркесене тытса пырса пурнăçа кĕртме, авалхи театра каялла тавăрса халăх патне илсе çитерме май парать. Пĕр сăмахпа, чи паха ĕçсене çĕршыв тăрăх сарма витĕм кÿрет. 2019 çул валли анлă план пăхса хăварнă, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ.

Театр ăстисене паллă уявра чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Çĕршыв ертÿлĕхĕпе Чăваш ен Правительстви асăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине, обществăшăн стратегиллĕ потенциал тесе йышăннине хыпарланă. Раççей Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ Указ театра çĕнетме, паянхи пурнăç таппипе тÿр килтерсе пыма хистет. Кирек хăш çулти çын та театр патнелле туртăнтăр тесен, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелемелле, манмалла мар, сцена ăстисен те хăйсен пултарулăх шайне çÿллĕ шайра кăтартса пама пĕлмелле. Палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртес тесен, мĕнпур рессурссемпе пĕлсе усă курмалла. Финанс тĕлĕшĕнчен кăна ыйтусене тапратмалла мар, çынлăх тенине, ырă кăмăллăхпа вĕрентÿ, «чун апачĕ» ăнлавсем те малти вырăна тухмалла. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕплĕн палăртса хăварнă.

2016 çулта вăтамран патшалăх театрĕсене 370 пин çын çÿресе хăйсен кăмăлне тултарнă. 2017 çулта кăтарту хăпарнă, 390 пин çынна çитнĕ.

Хальхи вăхăтра регионта патшалăхăн 6 театрĕ шутланса тăрать. Вĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетсех тăраççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем те сахал мар, вĕсем те çынсене «чун апачĕпе» савăнтараççĕ. 2016–2018 çулсенче театр çурчĕсене çĕнетсе юсама республика хыснинчен 233,5 млн тенкĕ тăкакланă. 2018–2020 çулсенче пулăшу виçи 107,8 млн тенкĕпе танлашать. Асăнса хăвармалла, ялсенче капмар культура керменĕсем çĕкленсе пыраççĕ, вĕсене халăх йышлăн кулленех çÿрет.

2016–2018 çулсенче пурĕ çĕнĕ 11 клуб хута янă, бюджетран 144,9 млн тенкĕ тăкакланă. Регионта 564 театр ăстисен ушкăнĕсене шута илнĕ, вĕсенче 6,6 пин çын пултарулăха туптать.

Михаил Игнатьев сцена ăстисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Кăмăл-туйăм, чун хавалне ырă енне куçарса пыма витĕм кÿрекенсене ÿлĕмрен те халăхшăн таса чунпа професси шайĕнче тăрăшса ĕçлеме чĕннĕ, тăван халăх юратăвне çĕнсе илме сĕннĕ.

Уява пухăннисем РФ культура министрĕн Владимир Мединскин видео мелĕпе янă саламне итленĕ.

Мероприяти программăри чаплă номерсемпе тулнă, курма пыракансем пĕрне-пĕри савăнăç парнеленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика