Чăрăшкас Мăратра пурăнакан 29-ти арçыннăн суд йышăнăвĕпе йĕплĕ карта леш енче 8 çул та 4 уйăх ирттерме тивет. Çыннăн сывлăхне юриех йывăр сиенлесе асăрхамасла вилĕм кÿнĕ пирки (РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе) уголовлă ĕç пуçарнă ун тĕлĕшпе.
Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем тишкерсе пухнă çирĕплетÿсене суд айăплав приговорĕ кăларма çителĕклĕ тесе йышăннă.
«Следстви тата Вăрнар район сучĕ киревсĕр ĕç мĕнле майпа пулса иртнине палăртнă. Кăçалхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнчи ирхине ÿсĕр арçын пĕрле пурăнакан 38-ти хĕрарăмăн килĕнче пулнă. Иккĕшĕн хушшинче хирĕçÿ тухнă. Арçын хĕрарăма тискеррĕн хĕнесе пĕтернĕ те сакайне пăрахнă. Вăхăт иртсен хĕрарăм çавăнтах вилсе кайнă.
Судпа психиатри экспертизи преступлени тунă арçынна ăс-тăнсăр тесе йышăнма сăлтав çуккине кăтартнă», – пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |