«Мураты» кооперативăн Уйкас Явăшри ферма территорине кĕнĕ-кĕмен техника хытă кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. «Ĕç шавĕ пур, апла хуçалăхра пурнăç вĕресе тăрать»,– çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ пуçа.
«Хурçă ут» хуçипе Петр Красновпа калаçма тÿр килчĕ.
– Ĕне выльăха апат валеçсе паратăп, тислĕк тасататăп,– терĕ Петр Геннадьевич.– Çăва тухсан çуракипе кĕракине хутшăнатăп.
Механизатор «Мураты» хуçалăхра 12 çул тăрăшать, куллен ирхи ултă сехет тĕлне фермăна килет. «Ялти пурнăçа килĕштеретĕп,– калаçăва малалла тăсрĕ Петр Краснов. – Хамăн ĕçе питĕ юрататăп».
Ĕнесене пăрулаттармалли витерен пĕр ĕçчен тухрĕ.
– Эпĕ Владик ятлă, Владислав Феоктистов,– терĕ вăл йăл кулса. Владислав Николаевич хуралçăра та тимлет, арман авăртнă çĕрте те тăрăшать. «Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче,– çирĕплетрĕ вăл.– Апачĕ тулăх, рационĕ пуян пулсан продукцине нумайрах илĕпĕр».
Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче 13 çын тăрăшать. Ĕç хастарĕсемпе калаçнă хыççăн çакна çирĕплетме пулать: шалу тивĕçлĕ тÿлеççĕ, çавăнпа та вĕсем хавхаланса ĕçе çÿреççĕ. Ферма заведующийĕ Владимир Петров каланă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕр ĕмĕт-тĕллев – кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле, аш-пăш, сĕт ытларах туса илмелле.
Ноябрь 2024 |