Кушлавăш ял клубĕнче Çĕнĕ çул уявĕ хаваслă та шавлă пулчĕ, Юрпикепе Хĕл Мучи тата Асамçă Карчăк килсе çитрĕç. Тĕрлĕрен кĕвĕ-çемĕ тахçанчченех янăрарĕ.
Çавăн пекех канмалли кунсенче ял маттурĕсем спорт мероприятийĕсене анлăн хутшăнчĕç. Хураçырмара Мăн кÿлĕн пăрĕ çинче хоккей турнирне ирттерчĕç. Вăййа Кушлавăш, Хураçырма, Кÿстÿмĕр, Ершепуç ялĕсенчи маттурсем хутшăнчĕç. Хоккейра çамрăксем те, ваттисем те хастарлăх кăтартрĕç.
Кÿстÿмĕр шкулĕн спортзалĕнче волейболистсен турнирне йĕркелерĕç, унта тăватă ялăн командисем тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна Хураçырмапа Кушлавăш маттурĕсем çĕнсе илчĕç.
Толя МУЧИ,
Светлана ЗИНОВЬЕВА.
Ноябрь 2024 |