Ырă çынсем парне кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:11 Просмотров: 301

Çĕнĕ çул умĕн кашни клубрах уяв каçĕсем иртрĕç.

Уйкас Кипекри культура çуртĕнче ун тĕлне тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ. Çамрăксем çеç мар, аслăраххисем те бал-маскарада хаваспах хутшăннă. Ачасемпе уйрăммăн тематикăллă калаçу ирттернĕ.

Чи кăсăкли, паллах, лотерея вылявĕ пулнă. Ял çыннисем хушшинче пĕтĕмпе 230 билет выляттарнă.

Ырă çынсем аякра юлман. «Луч» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ижелеев акă лотерея валли 500-шер тенкĕлĕх пилĕк сертификат тăратнă. Ăна Елена Егорова, Людмила Христофорова, Юрий Мурзаев, Лидия Михайлова, Алиса Максимова выляса илнĕ.

Ырăлăх ырра вĕрентет тенешкел, аслăраххин утăмне çамрăкки те тĕслĕхе илнĕ. Николай Степанов уявра пĕчĕк ача çăматтисем парса хавхалантарнă.

С.СВЕТЛОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика