Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă тивĕçтерÿсем илекенсене патшалăх пошлинине тÿлеме çăмăллăх парассине 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăснă.
Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви пĕлтерет: пĕлтĕрхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен «РФ Налук кодексĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсене тата налуксем пухасси çинчен калакан хăшпĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх пошлинине малашне те 30 процент сахалрах тÿлеме май пур. Ку йĕркене январĕн 1-мĕшĕнчен пăрахăçламалла пулнă, анчах улшăнусем кĕртнипе çăмăллăх 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăсăлать.
Патшалăх пошлинине 30 процент сахалрах тÿлемелли йĕрке çакăн пек:
– пĕрлĕхлĕ портал урлă тивĕçтерÿ илме заявлени ярăр;
– порталта патшалăх пошлинине тÿлемелли кĕретсĕр меле суйлăр: банк карттипе, электронлă енчĕк е кĕсье телефонĕ урлă;
– пĕтĕм условисене пăхăнсан тÿлеве 0,7 коэффициентпа, 30 процентлă çăмăллăхпа, илме пултаратăр.
А.ИРБИТСКИЙ,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |