Хура çăкăрне анчах мар, кулачне те çиес тесен ал усса лараймăн. Яваплăрах ĕçе кÿлĕнме те хăрамалла мар. Мăн Явăшри Вадим Дергачев маттурах вара. Вăл икĕ çул каялла хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеме хевте çитернĕ.
– Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ теççĕ. Ялта пурăнатăн пулсан хура ĕçрен хăрамалла мар, – терĕ Вадим Владимирович. – Тÿр пилĕкленсе ларни килĕшмест.
Хастар фермера ырă тĕслĕх кăтартакансем те çук мар. Унăн ашшĕ ятлă-сумлă агроном пулнă. Владимир Гаврилович нумай çул «Искра» хуçалăхра тăрăшнă. Фермерăн пиччĕшĕ Анатолий Владимирович та хисепре. Санкт-Петербургра пурăнать. Строительство фирмин пуçлăхĕнче ĕçлет. Шăллĕне выльăх-чĕрлĕх валли капмар вите çĕклесе лартма пулăшнă. Тепĕр тесен Вадим Дергачев хăй те ялта тĕпленсе ĕçличчен стройкăра пилĕк авнă. Пуян опытлă.
Вадим Дергачев хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 15 пуç, ĕнесем 8 пуç. Апачĕ ытлă-çитлĕ. Пĕчĕк фермăра ăшă, тирпейлĕ. Тасалăхшăн фермер патĕнче тăрăшакан Руслан Сормов яваплă. Вăл хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
Фермер 38 гектар çĕрпе усă курать. Çак лаптăкра выльăх-чĕрлĕх валли курăк, тыр-пул, кăшман çитĕнтерет. Кăçал тата 2 гектар пăрçа акса хăварасшăн.
Фермăна та çĕнетмелле. Вадим Владимирович кунта уçăлтаркăч – вентиляци вырнаçтарма палăртнă.
Фермера пуçаруллă утăмсем тума хавхалантараканĕ – мăшăрĕ Светлана Григорьевна. Вăл, вырăнти культура çурчĕн ертÿçинче тимлекенскер, хресчен-фермер хуçалăхне аталантарнă çĕре хăйĕн тÿпине хывать. Хăшĕ-пĕрисем тутлă ыйхăра пулĕ, Светлана Григорьевна вара мăшăрĕпе пĕрле ир-ирех тăрса ĕçе пуçăнать, ĕнесене сăвать.
Шупашкарта, Санкт-Петербургра пурăнакан ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕпе мăнаçланаççĕ, вĕсене килсе пулăшма тăрăшаççĕ.
Вадим Владимировича сĕтĕн паянхи хакĕ çырлахтармасть, паллах. Анчах та вăл мĕнпур фермер пекех лару-тăру улшăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Кăмăл çĕкленÿллĕ пулсан ĕç тухăçлăхĕ те ÿсĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |