Çÿп-çап пухас, ăна ятарлă вырăнсене илсе тухас тĕлĕшпе çĕршывра çĕнĕ пуçару вăй илчĕ. Яллă вырăнсенче ăпăр-тапăра пухма ятарласа контейнерсем туянаççĕ, çÿп-çап пухмалли вырăнсем тăваççĕ. Ку енĕпе Мăн Явăш ял тăрăхĕнче лару-тăру еплерех?
Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн кĕрешесси – пĕтĕм ял-йыш тивĕçĕ. Вăл çÿлти органсем хушнипе пуçарнă кампанилле ĕç мар, куллен пĕтĕм халăхпа килĕштерсе тумалли ĕç, сывлăхшăн, тасалăхшăн, пушара хирĕç кĕрешмелли тивĕç. Вăл – «Пухар çÿп-çапа халăхпа пĕрле» чĕнÿ те, Чăваш енре ăпăр-тапăра пухмалли пуçару тĕллевĕ те.
Ял сăн-сăпатне çĕнетес, тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартса эрозие хирĕç кĕрешес енĕпе мăн-явăшсем ĕçлемеççĕ теме çук. Ял старости Иван Александрович Федоров акă мĕн каласа пачĕ.
– Иртнĕ çулта Мăн Явăшри Севернăй урама чул сарса юсарăмăр, Ашмаров ячĕллĕ урамри пĕвене юшкăнран, ăпăр-тапăртан тасатрăмăр, ун урлă каçса çÿреме çул турăмăр, урамсене пиншер тĕп йывăç лартса хăвартăмăр. Ку пирĕн пуçламăш ĕçсем кăна-ха. Хамăр тăрăшмасан ĕç-пуçăмăр юсанас çук, çÿп-çап лавне хамăрăнах туртма тивет, никам та пире аякран килсе пулăшмĕ, йĕрке туса памĕ. Пурнăç уттинчен кая юлас марччĕ, – палăртрĕ хăй умĕнчи тивĕçе ял старости.
Шанас килет: çĕнĕ пуçарăва Явăш тăрăхĕнче те анлă сарса ярĕç, çÿп-çап пухас ĕçе вăйлатĕç.
Владимир МОСКВИН.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
