Хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна-ха çулталăкăн пĕрремĕш кунĕнчех пушара пула Вăрнарта 52-ри арçын вилнине пĕлтернĕччĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче каллех хурлăхлă хыпар çитрĕ. Шăматкун Чăрăш Ишекре тепĕр синкер хушăннă. Вут-çулăмра 87-ри ватăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, пушар шăматкун ирхине 3 сехет çитиччен алхасма тытăннă. Çулăм хăвăрт сарăлса йывăç çуртран кĕл купипе ишĕлчĕксем кăна хăварнă. Анчах чи хăрушши – инкек вырăнĕнче кил хуçи хĕрарăмĕн виллине тупнă. Килте вăл ывăлĕпе пурăнни паллă. Чирлĕ кинеми çулăм серепинчен тухайман.
Пушар сăлтавне уçăмлатассипе ятарлă службăсем ĕçлеççĕ. Электропроводка юсавсăрлăхĕпе çыхăнни – малтанхи тĕп верси шутĕнче.
Куратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе лару-тăру кăткăс. Районта çулталăк пуçламăшĕнчех – харăсах темиçе инкек. Республикăра та пĕтĕмĕшле илсен тунтикун тĕлне 33 хутчен пушар тухнă. Вĕсенче 2 млн тенке яхăн пурлăх çуннă. Икĕ çын вилнĕ, иккĕшĕ те пирĕн районтан. Çакă чăннипех асăрханулăха тимлĕх уйăрмаллине кăтартакан çивĕч сăлтав. Çулăмпа кил-хуçалăхра усă куратăр-и, пÿлĕмсене кăмакасемпе хутса ăшăтатăр-и, газ е электроприборсене ĕçлеттеретĕр-и – хăрушсăрлăх правилисем тĕп вырăнта пулмалла.
И.ПЕТРОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
