Ытлашши шанни хакла ларать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 09:59 Просмотров: 340

38 тата 39 пиншер тенкĕ çухатнă вырăнти икĕ предприниматель, телефон шулĕкĕсене ĕненсе. Шăнкăравлаканĕ тата вăл киревсĕр ĕçсене ăçтан туни хальлĕхе паллă мар, анчах полици сотрудникĕсем шырав ĕçĕсене пуçăннă ĕнтĕ. Преступник усă курнă абонент номерне Мускав облаçĕнче регистрацилени паллă.

Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн информацийĕ тăрăх, январĕн 8-мĕшĕнче кăнтăрла тĕлĕнче пулнă ку преступленисем. Малтан поселокри пĕр предприниматель патне килнĕ шăнкăрав. Стройматериалсем сутнипе кăсăклантарса, илĕртÿллĕ условисем сĕнсе ултавçă хăйĕн банк картти çине 38000 тенкĕ куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ.

Çур сехетрен çав номертенех килнĕ шăнкăрава тепĕр лавкка хуçи хуравланă. Вăл та малтанхи тĕслĕхри пекех пăтăрмаха лекнĕ. Шулĕксен сăмахĕсене ĕненсе, вĕсем каланă банк карттин номерĕ çине хăй аллипех укçа ярса панă. Укçи «кĕсьене» кĕрсенех, паллах, шăнкăравлакан текех çыхăнăва тухман. Хăйсем аферистсемпе çыхланнине тин ăнланса илнĕ шар курнă предпринимательсем.

Телефон шулĕкĕсене тăрă шыв çине кăларасси – кăткăс, вăраха тăсăлма пултаракан ĕç. Кайран вĕçне-хĕрне тупса пĕтериччен усаллинчен сыхланма çăмăлрах, теççĕ йĕрке хуралçисем. Интернет урлă иртекен суту-илÿ ĕçĕсемпе асăрхануллă пулмалла, иккĕленÿллĕ шăнкăравсене хуравлама, палламан çынсен укçапа çыхăннă хушăвĕсене ĕненсе пурнăçлама кирлĕ мар. Таваршăн е мĕнле те пулин ĕçшĕн тÿлевне маларах ыйтаççĕ-тĕк, укçана кĕсье телефонĕн счечĕ, паллă мар çынсен счечĕсем çине куçармалла пулсан – çакă шухăша ямалли сăлтав. Улталама хăтланмаççĕ-и сире;

Банк карттин номерĕпе ПИН-кодне хуçисĕр пуçне никамăн та пĕлмелле мар. Телефонпа шăнкăравлакансем çак реквизитсене пĕлесшĕн тăрăшаççĕ-тĕк, пачах та ан иккĕленĕр – çыхăну леш енче ултавçăсем. Мĕншĕн тесен саккунлă майпа ĕçлекен нимĕнле организаци те (банк та) вăрттăн информацие клиентран ыйтмасть.

Сирĕн банк карттипе чăрмавсем сиксе тухнă тесе шăнкăравлаççĕ пулсан, хăраса ÿкме тата суя «специалистсен» хушăвне чупса пурнăçлама тăхтăр. Иккĕленÿ пур-тăк, ÿркенмесĕрех банка çитсе килĕр е клиент службине шăнкăравлăр.

Ан манăр: мушенниксене итлетĕр-тĕк, картта çинчи мĕнпур укçана хăвăрах вĕсене «парнелетĕр». Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика