Раççей Конституцийĕн 59-мĕш статйи Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей гражданинĕн тивĕçĕ пулнине çирĕплетет.
«Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» федераллă саккунăн 31-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, запасра тăман, салтака каймалли ÿсĕмри граждансем çар комиссариачĕн повесткинче кăтартнă вăхăта тата вырăна медицина тĕрĕслевне, призыв комиссийĕн ларăвне е çар чаçне тухса кайма килме, çар служби пуçланиччен çар комиссариатĕнче пулма тивĕçлĕ. Повесткăра палăртнă призыв мероприятийĕсене сăлтавсăрах хутшăнманнисем çар службинчен тарса çÿрекенсем шутланаççĕ, Раççей саккунĕсемпе явап тытаççĕ.
Повесткăпа килменнине уяма тивĕçлĕ сăлтавĕсем çаксем: гражданин чирленĕ е суранланнă май ĕçлеме пултараслăха çухатни; ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, тăван пиччĕшĕ-шăллĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ, асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ е ăна усрава илнĕ çын сывлăхĕ енчен йывăрри е вĕсене пытарма хутшăнни; гражданин ирĕкĕнчен килмен кĕтмен лару-тăру сиксе тухни; призыв комиссийĕ е суд шута илме йышăннă ытти сăлтавсем. Паллах, вĕсене документпа çирĕплетмелле.
Саккунра çырнă тăрăх, çар службинчен пăрăннăшăн – уголовлă яваплăх, гражданин çар учечĕпе çыхăннă тивĕçе пурнăçламаншăн административлă яваплăх пăхса хăварнă.
Саккунлă сăлтав çук пулин те салтака каяссинчен тарса çÿрекенсене 200 пин тенкĕ таран е 18 уйăхри ĕç укçи (ытти тупăш) чухлĕ штраф хума, 2 çул таран хистесе ĕçлеттерме, 6 уйăхчен арестлеме е 2 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ (РФ Уголовлă кодексĕн 328-мĕш статйи). Çар учетĕнче тăракан е тăма тивĕçлĕ гражданин повесткăра кăтартнă вăхăта тата вырăна сăлтавсăрах пыманшăн палăртнă яваплăх – асăрхаттару тата 100–500 тенкĕ штраф (РФ КоАП-ĕн 21.5-мĕш статйи). Çар комиссариатне çар учетне тăма вăхăтра килменшĕн те çакăн пек явапах кĕтет. РФ КоАП-ĕн 21.6-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, медицина тĕрĕслевĕнчен е çар учетне тăратакан комисси направленийĕпе тухмалли тĕрĕслеврен е призыв комиссийĕ янă медицина тĕрĕслевĕнчен пăрăнакансене асăрхаттараççĕ е 500 тенкĕ таран штраф хураççĕ.
С.УФУКОВ,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |