Иртнĕ эрнере, Чăваш Республикин прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Евграфов ертсе пынă канашлура, районсем хушшинчи Улатăрти, Çĕмĕрлери прокуратурăсен, Вăрнар, Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай район прокуратурисен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Унта Вăрнар район прокурорĕ Е.Краснов та отчетпа тухса каланă. Вăл палăртнă тăрăх, преступность шайĕ районта асăрхавра. Пĕлтĕр пĕтĕмĕшле преступноç 9,2 процент чакнă, йышăннă мерăсем çынсене вĕлернĕ тĕслĕхсен шутне ÿсме паман (вĕсем 2 пулнă). Çавăн пекех йывăр преступленисем сахалрах (29) çырăннă, унчченхи çул 36 пулнă. Вăтам йывăррисен шучĕ те (56) чакнă, пĕлтĕрхи кăтарту – 71.
Çулталăк тăршшĕпех район прокуратурин сотрудникĕсем ĕç, çутçанталăк сыхлавĕн, бюджет, çĕр, çула çитменнисен прависен хÿтĕлевĕн саккунĕсене пăхăннине тĕрĕсленĕ, чылай çитменлĕхе тупса палăртнă.
Сăмахран, федераллă саккунсене пăснисем кăна 1049. Вĕсем тăрăх 199 хирĕçлев хатĕрленĕ, граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда 124 тавăçпа тухнă, саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса 330 представлени тăратнă. Вĕсене пăхса тухса 264 çынна дисциплинарлă, 89-шне административлă явап тыттарнă.
Çавăн пекех тĕрĕслевсен 4 материалне следстви органĕсене ярса панă, вĕсем тăрăх 4 уголовлă ĕç пуçарнă, 4 асăрхаттару панă.
Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, канашлура прокуратура ĕçĕн хăшпĕр енĕсенчи çитменлĕхсене те палăртса хăварнă. Малашнехи ĕçре тĕп вырăна тухакан тĕллевсем – коррупцие хирĕç тăрасси, граждансен ĕç тÿлевĕн прависене хÿтĕлесси, çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене уянине асăрхавра тытасси тата ытти те.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |