Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕнче пĕлтĕр шута илнĕ преступленисенчен çурри майлă ÿсĕрле тунисем. Нумай чухне эрехпе ăса минретни саккуна пăсма «хĕтĕр-текен» сăлтав пулса тăрать. Алкоголь продукцийĕн саккунсăр суту-илĕвне чарасси çавăнпа ĕнтĕ полици ĕçĕнче тĕп тĕллевсенчен пĕри.
Пахалăхсăр, сывлăхшăн хăрушă спиртлă шĕвексене сутнă пирки пĕлтĕр районта тăхăр преступлени çырăннă. Саккунсăр суту-илÿпе çыхланнисем çакăншăн уголовлă статьяпа явап тытаççĕ. Административлă право йĕркине пăснисем те «Вурнарский» пай асăрхавĕнчи икĕ районпа – 52.
Киревсĕр ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе ирттернĕ мероприятисем вăхăтĕнче административлă йĕркене уяман тĕслĕхсене пĕтĕмпе 2254 (2,5 процент ытларах) палăртнă, хамăр районпа – 1491. Хăшĕсем штрафсене вăхăтра тÿлессинчен пăрăннă – вĕсем тĕлĕшпе каллех 175 административлă протокол çырма тивнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
