Кĕсье телефонĕн хуçисен «Эпĕ – инспектор» тÿлевсĕр приложенипе усă курма май пур. Халĕ кашниех строительство площадкинче ĕç сыхлавĕн нормисене пăснипе çыхăннă, ĕç çыннисен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан самантсене ÿкерсе илсе Федераллă ĕçлев службине ярса пама пултарать.
Ку приложени «Онлайнинспекция.РФ» порталти ăнăçлă ĕçлекен «Сообщить о проблеме» сервиспа пĕрешкел. Гражданин çырăвне тата сăнÿкерчĕкне пăхса тухма патшалăх ĕçлев инспекцине ярса параççĕ. Вĕсем чăннипех те çивĕчлĕх кăларса тăратаççĕ пулсан тĕрĕслев ирттерĕç, çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнĕç, айăплисене явап тыттарĕç.
Роструд уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан çитменлĕхсене тишкернĕ. Вăл шутра строительство ĕçĕсем вăхăтĕнче работниксем каска тăхăнманнине, çÿллĕшĕнче ĕçлекенсене хÿтĕлев мелĕсемпе тивĕçтерменнине тата ыттине те кĕртнĕ.
Мобильлĕ приложенипе шалу тÿлемен ертÿçĕ пирки евитлеме те пулать. Унта çак темăсем ĕçлеççĕ: «Шалу вăхăтра памаççĕ», «Шалуран укçа-тенкĕ тытса юлнă», «Кану кунĕсенчи хушма ĕçшĕн тÿлемен», «Ертÿçĕ ĕç саккунĕпе пăхнинчен сахалрах тÿлет».
Çавăн пекех предприятисенче тимлекенсем хăйсен телефонĕнчен пуçлăх инкеклĕ пулăмсене пытарни пирки те ярса пама пултараççĕ.
«Онлайнинспекция.РФ» электронлă сервис гражданина хăйĕн ĕç прависене пăснă çитменлĕхсене пĕлтерме, ĕç хутшăнăвĕн проблемăллă лару-тăрăвĕнчен тухмалли мелсене пĕлме, тишкерме, ĕçпе тивĕçтерекене тата ĕçчене ĕç саккунĕн требованийĕсене пăхăннине хăйсем тĕллĕн тĕрĕслеме май парать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |