Юнкунхи ир тĕп хулари пиншер çыншăн кĕтмен çĕртен эвакуацинчен пуçланнă. Вĕренÿ йĕркипе мар – «сирпĕнекен хатĕр» пирки пĕлтернĕрен. Хăратса янă çырусем электронлă почтăпа тÿрех темиçе суту-илÿ, ĕç центрĕсен ертÿçисен, шкул директорĕсен ячĕпе килнĕ.
Шупашкарти вĕренÿ учрежденийĕсенче, акă, эвакуаци лăпкăн, шăв-шавсăр иртнĕ. Республикăри Вĕрентÿ министерстви шкулсен ертÿçисем çакнашкал пăтăрмахлă лару-тăру тухасса хатĕр пулнине пĕлтерет. Мĕншĕн тесен «сирпĕнекен хатĕрсем» пирки çырусем тĕрлĕ регионта январь пуçламăшĕнчех сарăлма тытăннă-мĕн, çав шутра – Атăлçи тăрăхĕнче те. Унти тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем паллă: пĕлтерÿсем пурте суя. Çавна май республикăри учрежденисен ертÿçисене те хăрушă «çырусен» юхăмĕ вăй илни çинчен асăрхаттарнă.
Шалти ĕçсен республикăри министерствин информацийĕ тăрăх, çÿлерех асăннă организацисенче йĕрке хуралçисем тĕплĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ. Телее, хăрушсăрлăх кăларма пултаракан хатĕрсем тупăнман. Полицейскисем çырусен «авторĕсене» шыраççĕ.
Сăмах май, массăллă информаци хатĕрĕсенче çакăн пек хыпар тухрĕ: Магнитогорск хулинче транспорт чарăнăвĕнче сирпĕнекен хатĕр хурса хăварни çинчен пĕлтерекен Чăваш енрен-мĕн. Znak.com сайт, информаци çăлкуçĕ йĕрке хуралĕн органĕсем пулнине палăртса, шăнкăрав Вăрнар поселокĕнчен пулнине çирĕплетет.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |