Иртнĕ çул район прокуратурине граждансемпе юридици сăпачĕсенчен 389 пĕлтерÿ (виçĕмçулхинчен 44 сахалрах) килнĕ.
Прокуратура 2018 çулта пĕтĕмпе 401 ыйту пăхса тухса 297-шне татса панă, 96-шне ытти ведомствăсене янă, татса памалли сведенисем çуккине кура 8-шне заявительсене каялла тавăрнă. Тĕрĕслевре пулнă ыйтусенчен ытларахăшĕ – пурнăçлав производствин (20), çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх (20), çурт-йĕр (16), çĕр (13) саккунĕсене пăхăнассипе тата çула çитменнисен прависене хÿтĕлессипе (13) çыхăннисем.
Татса панă 297 пĕлтерÿрен прокуратура 62-шне тивĕçтернĕ. Вĕсем тăрăх ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем çакăн пек: 51 представлени, суда янă 4 тавăç, административлă йĕркепе пуçарнă 14 ĕç.
Район çыннисене пĕлме: граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕркене пăсни çинчен пĕлтернисене 2-54-04, 2-69-75, 2-75-38 номерсемпе 9-тан 18 сехетчен ĕç кунĕсенче йышăнаççĕ. Чăннипех те саккунсене уяманни çинчен сведенисем пур пĕлтерÿсемпе прокуратура тĕрĕслевсем пуçарать, тивĕçлĕ мерăсем йышăнать.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
