Пĕлтĕр район прокуратури енчен ĕç саккунĕсен пурнăçлавĕ те çирĕп тĕрĕслевре пулнă. Саккуна пăснă 184 тĕслĕх тупса палăртнă ку сферăра: вăл шутран ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе – 39, ĕç тÿлевĕ енĕпе – 131.
Çитменлĕхсем тĕлĕшпе прокуратура сотрудникĕсем пĕр хирĕçлев çырнă, шутласа панă, анчах тÿлесе татман шалăва (пĕтĕпе 643 пин тенкĕ) шыраса илме суда 50 заявлени янă. Çавăн пекех 21 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 17 çынна дисциплинарлă, 18-шне административлă явап тыттарнă: ĕç сыхлавĕ енĕпе – 5, ĕç тÿлевĕ енĕпе – 6. Саккуна пăсни пулмалла марри çинчен пĕр çынна асăрхаттарнă. Вăрнар район прокуратуринче вăрттăн ĕç рынокне хирĕç тăрас ыйтусемпе пĕрмаях «вĕри лини» ĕçлет. Çыхăнмалли телефонсем: 2-54-04, 2-69-75, 2-75-38. Шăнкăравлакансен ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккунсене пăсни, ĕç укçине «конвертпа» тÿлени, шалăва вăхăтра е тулли тÿлеменни е ытти çитменлĕхсем пирки пĕлтерме юрать. Кашнине прокуратура тимлĕ тĕрĕслет, ĕçлекенсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлет.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |