Пенси тытăмĕн çĕнĕлĕхĕ тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019, 09:59 Просмотров: 423

Кăçалтан пенси тата социаллă законодательствăна çĕнĕлĕхсем кĕчĕç. Шăпах çакăн тавра пычĕ те Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕ видео мелĕпе ирттернĕ пресс-конференци.

Уйрăм ертÿçи Роза Кондратьева журналистсене пенси ÿсĕмĕ, ял стажĕн хушăмĕ, стажа туянасси тата ытти пирки те тĕплĕн ăнлантарчĕ.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страхлакан пенсийĕ 7,05 процент ÿсрĕ. Пенси балĕн хакĕ 87,24 тенкĕпе, çирĕплетнĕ тÿлев 5334,19 тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче 30 е ытларах çул ĕçленисем хушма ÿсĕме ку тÿлевĕн 25 проценчĕ чухлĕ илĕç.

Страхлакан пенсие индексацилессипе тата ял стажĕн хушăмне çирĕплетессипе çыхăннă хушма тăкаксем бюджета 3,3 млрд тенкĕлĕх кайса лараççĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен федераллă çăмăллăх илекенсен уйăхсеренхи тÿлевне тата соцпакетне 4,3 процент чухлĕ индексацилеççĕ. Вăтамран вăл 2420 тенкĕпе танлашмалла. Республикăра ÿсĕме 101 пин çăмăллăхçă тивĕçет, вăл шутран 81 проценчĕ – сусăр çынсем.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕн (социаллă пенсисем, сусăрсен, вăрçă участникĕсен, çарта ачисене çухатнă ашшĕ-амăшĕсен, блокадăри Ленинградра пурăннисен тата ытти хăшпĕр категорири çынсен пенсийĕсем) ÿсмелле.

Августăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страхлакан пенсийĕсене 2018 çулхи страхлакан взноссене кура çĕнĕрен шутласа параççĕ.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи 24,6 пин çын ял стажĕшĕн ÿсĕме тивĕçлине палăртнă. Паянхи куна вĕсен шучĕ 25,2 пин çынна çитнĕ. Республикипе ăна тÿлессипе çыхăннă хушма тăкак 400 млн тенкĕпе танлашать.

Ĕçлемен çынсем е ют çĕршывра ĕçлекенсем, çавăн пекех «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» режимĕпе тăрăшакансем хăйсен тата çывăх çыннисен пенсин право ирĕкне йĕркелеме пултараççĕ. 2019 çултан ирĕклĕ хывăмăн чи пĕчĕк виçи 29779 тенкĕпе танлашать. Ку вăл МРОТăн 22 процентне 12 уйăха хутланин кăтартăвĕ. Стажа заявлени панă кунран шутлаççĕ. Законодательство страхлакан пенсие палăртма кирлĕ стажăн çуррине туянма май парать. Çулталăк тÿлевĕпе çулталăклăх стаж туянма пулать.

2019 çултан çавăн пекех амăшĕн капиталĕнчен уйăхсеренхи илмелли укçа виçи ÿснĕ, 8930 тенкĕпе танлашнă.

Роза Кондратьева çавăн пекех патшалăх служащийĕсен ватлăхпа паракан пенси ирĕкĕ, ĕçлекен пенсионерсен страхлакан пенсийĕсем тата ытти çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнче видеоконференцие управлени ертÿçин заместителĕ Людмила Редькова, управлени ĕçченĕсем, район администрацийĕн пресс-служби Елена Анисимова хутшăнчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика