Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илесси тĕп вырăнта. Иртнĕ çул акă Çавалкасри фермăра сĕт сивĕтмелли тепĕр оборудовани вырнаçтарнă. Чĕртавара 4 градус ăшăра тытаççĕ.
Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 920 пуç, çав шутра – 300 пуç ĕне.
Хуçалăх кассине тупăш кÿрекенни – сĕт. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче хушка пуçсенчен 2941 килограмм сĕт суса илнĕ. Чĕртавара 22 тенкĕпе вырнаçтараççĕ.
Çавалкасри, Сăкăтри фермăсенче 36 çын тăрăшать.
– Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать. Рацион тулăх пултăр тесе тăрăшатпăр, – терĕ Захар Углов. Вăл кооперативра техник-осеменатор, зоотехник-селекционер ĕçĕсене пурнăçлать. Захар Валентинович нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать, коллективра – ырă ятра.
Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра тăрăшакансем валли лайăх ĕç условийĕсем туса панă. Акă, сăмахран, техник-осеменатор кабинетне йăлтах çĕнетсе улăштарнă. Ĕç çыннисен кану пÿлĕмĕнче те хăтлă, ăшă.
– Пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ĕçлесчĕ, тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасчĕ, – çирĕплетрĕ Захар Валентинович.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
