Манăн апай, Пăртасра çуралса ÿссе тăхăрвунна çитсе çĕре кĕнĕ Татьяна Давыдовна Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Давыдова), 1943–1945 çулсенче вăрçă çулĕпе Мурманскран пуçласа Германири Берлинтан чылай анăçра вырнаçнă Вальденбург хули таран утса тухни çинчен тăтăшах каласа кăтартатчĕ. Вăл 101-мĕш уйрăм ĕçлев батальонĕнче хĕсметре тăнă. Апайпа пĕрле отделенире чăваш хĕрĕсем тата иккĕн – Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи Анфиса Михайлова тата хамăр районти Вăрманкас ялĕнчи Аня Захарова – пулнă.
Апай каланă тăрăх, вăрманкассем ăна Аня мар, чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе Шăпчăк тесе чĕннĕ-мĕн. «Хамăр хушăра эпир те ăна Шăпчăк тесе чĕнеттĕмĕр»,– тетчĕ апай. Вăрçă чарăнсан Тăван çĕршыва демобилизаци йĕркипе виççĕшĕ те 1945 çулхи авăн уйăхĕнче таврăннă.
Хăй вăхăтĕнче апайăн вăрçă çулĕсенче ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕксем чылайччĕ, вĕсенче Анфисăпа Аня та пурччĕ. Çĕнтерÿ кунĕсем умĕн шкул ачисем пырса фотовыставка валли тесе илнĕ пирки çав сăнÿкерчĕксем килте юлмарĕç. Апай 2015 çулхи ноябрьте пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Унăн вăрçăри кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес шутпа Аня Захарован тăванĕсемпе тĕл пулас терĕм. 2016 çул вĕçĕнче Вăрманкаса çул тытрăм. Тен, Аня та тăванĕсене вăрçăра Пăртас хĕрĕпе пĕрле пулни çинчен каласа панă, Аньăн тăванĕсенче вăл апайпа пĕрле ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕксем тупăнĕç?
Анчах ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Ял администрацинче Вăрманкасран вăрçа кайнă Аня-Шăпчăк çинчен пĕлеймерĕç. Чăн та, Вăрманкас клубĕн пĕрремĕш хутĕнче вăрçа хутшăннисен ячĕсене ылтăн саспаллисемпе çырнă мемориал пурри килĕшрĕ, анчах унта Аня Захарова ячĕ çукчĕ.
Ял администрацийĕн пуçлăхне те эпĕ каласа пани интереслентерсе ячĕ пулас. «Ыран сесси пулать, унта ялти чи ватă çын та хутшăнма кирлĕ, ку хыпар пирки унпа калаçса пăхăп», – терĕ. Тепĕр темиçе кунтан шăнкăравларăм та çакна пĕлтĕм. Ялти ватă Вăрманкасран Захарова хушаматлă хĕр вăрçа чăнах та хутшăннă, вăл санинструктор пулнă, тесе çирĕплетнĕ. Анчах апай Аня санинструктор пулнă тенине астумастăп, çавăнпа ку чăна килмест пек туйăнать.
Çак историе тĕплĕнрех пĕлес шутпа Чăваш кĕнеке издательстви 2003 çулта кăларнă «Астăвăм» кĕнекене тишкертĕм. Унта апай ячĕ пур, анчах Вăрманкаса вăрçăран таврăннă 110 çын хушшинче Аня Захарова ячĕ тупăнмарĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшпуçне таврăннă Анфиса Михайлова ячĕ те курăнмарĕ. Вара Интернет урлă «Память народа» сайта кĕрсе 101-мĕш уйрăм ĕçлев батальон командирĕ Попов майор 1945 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче алă пуснă 258-мĕш номерлĕ приказпа паллашма май килчĕ. Çав приказпа килĕшÿллĕн, Мурманск хулине нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме хутшăннине шута илсе, батальонти пур çынна та – пĕтĕмпе 400 çын – «Совет поляр леш енне хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Çав шутра апайăн, унăн хĕр-тусĕн Анфиса Михайлован ячĕсем пур, анчах Аня Захарован ячĕ çук. Списокра Захарова хушаматлă пĕртен-пĕр хĕр кăна, анчах вăл Аня мар – Пелагея, ашшĕ ячĕпе – Михайловна. Вăл ăçта çурални тата вăрçа хăш çар комиссариачĕ урлă кайнине пĕлме май килмерĕ. Тен, списокри Пелагея эпĕ шыракан Вăрманкас хĕрĕ мар-ши? Мĕншĕн тесен икĕ ятпа çÿрекен çынсем ĕлĕк нумай пулнă, халĕ те тĕл пулаççĕ: паспортра пĕр тĕрлĕ, хăйне урăх ятпа чĕнеççĕ.
Анчах ку ăнлантару чăна килмерĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче апай Аня-Шăпчăкпа тĕл пулни çинчен каласа панăччĕ. Ун чухне вăл Чăваш Республикинче мар, таçта аякра пурăнни çинчен каланине, апая хăйĕн сăнÿкерчĕкне парнелени çинчен каланине аса илтĕм. Çав сăнÿкерчĕке шыраса тупнă хыççăн çакă палăрчĕ. Унăн хыçал енче Аня хăй аллипе çырнă салам сăмахĕсем хыççăн качча тухсан илнĕ çĕнĕ хушаматне кăтартса «Петрова Анна Захаровна» тесе алă пуснă. Çапла, Аня ашшĕ ячĕпе Захаровна пулни палăрчĕ. Тен, сăнÿкерчĕкри Анна Захаровнана Вăрманкас тăрăхĕнче кам та пулин палласа илĕ?
Вăрманкассем Аня-Шăпчăк Захарова пирки уçăмлăх кĕртмĕç-ши? Вăл Вăрманкасран вăрçа хутшăннă пĕртен-пĕр хĕр пулнă-çке. Апай та йăнăшма пултарайман тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вăл яланах хăй вăрçăра Вăрманкасри Аня-Шăпчăк Захаровапа пĕрле пулни çинчен калатчĕ. Темĕн пирки-çке унăн ячĕ вара хальлĕхе пĕр списокра та тупăнмарĕ.
Вăрманкасри Аня Захарована пĕлекен тăванĕсемпе тĕл пуласса шанас килет. Мĕншĕн тесен вăл апайăн вăрçăри çывăх тусĕ пулнă. Манăн телефон номерĕ редакцире.
Геннадий ИВАНОВ.
Пăртас.
Ноябрь 2024 |