Сысна ĕрчетес ĕçре «Луч» кооператив курăмлă тăрăшать. Иртнĕ çул хуçалăх 112,6 тонна е малтанхи çулхинчен 5,4 процент ытларах аш-пăш туса илнĕ тата вырнаçтарнă.
«Луч» кооператив аталану çулĕпе пырать. Юлашки çулсенче пĕр пин пуç сысна вырнаçмалăх тата тепĕр вите-хуралтă хута янă. Вячеслав Ижелеев ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, чух-чухсен хисепне 2,1 пин пуç таран ÿстерме майсем çителĕклĕ. Плансем пысăк. Малашлăхра кооперативра 250 тонна аш-пăш туса илме, сыснасене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме, выльăх пусмалли цеха хута яма палăртаççĕ.
Чух-чухсене ирĕке кăлармаççĕ. Ферма «хупă» режима пăхăнать. Автотранспорта кĕрсе тухма санпропускник уçнă. Ăна ăшăтса тăраççĕ.
Хальхи вăхăтра кооперативра 1150 пуç сысна. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 8,4 центнер аш туса илнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 33,3 процент пысăкрах.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
