Декабрьте Вăрнар хула поселенийĕн сотрудникĕсем Карл Маркс урамĕнчи 4-мĕш «А» тата 4-мĕш «Б» çуртсем умĕнчи çул çине автотранспорт витĕр çÿресрен картласа хунă тимĕр-бетон блока илсе тухрĕç. Унччен пирĕн çуртсен картишĕнче тирпейлĕ те хăтлăччĕ, шăпчĕ. Ним хăрамасăр лăпкăн уçăлса çÿреме, пĕр-пĕринпе хутшăнма аванччĕ. Ачасем çулталăк тăршшĕпех картишĕнче выляса савăнатчĕç.
Халĕ территори автоçул евĕр пулса тăчĕ. Çула кĕскетсе унталла та кунталла чупакан машинăсен юхăмĕ кăнтăрла та, каçхине те вăйлă – вĕсем пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ. Çуртсен картишĕсем витĕр çÿреме чаракан паллă çук. Çак икĕ çуртра пурăнакансем (кунта ачасем те, ватăсем те нумай) подъездран тухсанах «автоçул» çине лекеççĕ. Тротуар çук, çул сарлакăшĕ те 2 метртан кăшт кăна анлăрах.
Унсăр пуçне, кунтан спорт комплексне е «Химик» парка нумаййăн çÿреççĕ. Çав шутра – вылякан-савăнакан, тимлĕхе çухатма пултаракан ачасем те. Транспорт пĕр вĕçĕм çÿрени вĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Канмалли кунсенче Йĕпреç трасси çине тухакан е унтан кĕрекен машинăсен юхăмĕ те ÿсет.
Çавăнпа та пирĕн çуртсем таврашĕнче çул хăрушсăрлăхне тивĕçтерме мерăсем йышăнма ыйтатпăр.
Н.ГРИГОРЬЕВА, В.ГАВРИЛОВ, К.Маркс урамĕнчи 4-мĕш «А» тата 4-мĕш «Б» çуртсен канашĕсен
председателĕсем.
Çырăва Вăрнар район администрацине ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Раççей Федерацийĕн пушара хирĕçле правилисен» 2-мĕш пайĕн 74, 75-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн, пушар автотранспортне иртсе кайма чăрмантаракан материалсене вырнаçтарма (хума) юрамасть, çуртсемпе сооруженисем, строенисем хушшинче хăрушсăр хушша тивĕçтермелле. Çавна май çуртсемпе сооруженисем, строенисем патне пыракан (кĕрекен) çулсене çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те юсавлă тытса тăмалла. Вăрнар район администрацийĕ Вăрнар хула поселенийĕн администрацине кăçалхи пĕрремĕш кварталта К.Маркс урамĕнчи 4-мĕш «А» тата 4-мĕш «Б» çуртсем умĕнчи çул икĕ енĕпе кунта кĕме юраманнине кăтартакан çул-йĕр палли вырнаçтарма сĕннĕ.
Л.НИКОЛАЕВ,
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ».
Ноябрь 2024 |