Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртнин кăтартăвĕсене çирĕплетекен йышăнăвĕ январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.
Иртнĕ çул Чăваш енре капиталлă строительствăн 764 пин ытла объекчĕ, промышленноçăн тата ытти пĕлтерĕшлĕ 135 пин ытла çĕр участокĕ патшалăх кадастр хаклавĕ витĕр тухнă. Ăна федераллă саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕ правилăсемпе ирттернĕ. Тĕп уйрăмлăхĕ – хаклав ĕçне аукционсемпе конкурссенче суйланă хаклав организацийĕсем мар, патшалăх бюджет учрежденийĕсем ирттерни. Республикăра çак тĕллевпе Юстици министерствин «Чуваштехинвентаризаци» бюджет учрежденине туса хунă.
Палăртмалла: кадастр хаклавне виçĕ çулта пĕр хутран тăтăш мар тата 5 çулта пĕр хутран сайра мар ирттереççĕ.
Кăçал пурăнакан вырăнсенчи 476 пин ытла çĕр участокне, 2020 çулта вăрман фончĕн тата уйрăм сыхлаври территорисемпе объектсен çĕрĕсене, 2021 çулта ял хуçалăх çĕрĕсене, 2022 çулта шыв фончĕн çĕрĕсене хаклама палăртнă.
Пĕлтĕрхи кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсене Чăваш ен Юстици министерстви çумĕнчи тавлашусене пăхса тухакан комиссинче хирĕçлеме юрать. Мĕнпур ыйтусемпе «Чуваштехинвентаризаци» учреждение (Шупашкар хули, Бабушкин урамĕ, 8-мĕш çурт) килме пултаратăр. Телефонĕ – 57-03-07, электронлă почта – Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript..
Д.ЖАРОВ,
Чăваш ен Юстици министерствин пресс-секретарĕ.
Ноябрь 2024 |