Районăн социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕ виçĕмкун Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хутшăннипе иртрĕ.
Районăн вăйлă енсем те, çитменлĕхсем те пур. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн доклачĕ аван çирĕплетрĕ. 2018 çулта организацисен тавар çаврăнăшĕ (2,2%), ваккăн суту-илÿ кăтартăвĕ (8,7%), ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле пухăмĕ (1,3%) ÿснĕ. Пĕрлехи бюджета 658,4 млн тенкĕлĕх тултарнă. Налук тата налук мар тупăшсем 5,5 процент ÿснĕ – 221,4 млн тенкĕпе танлашнă.
Леонид Григорьевич предприятисемпе организацисен экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп пайĕ инвестицисене явăçтарни пулнине палăртрĕ. Пĕлтĕр экономикăн мĕнпур отраслĕнче тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 906,4 млн тенкĕпе танлашнă. Уйрăмах пысăк проектсене «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăра пурнăçланă.
2018 çулта районта вырăнти пуçарусен йĕркипе инфраструктурăна аталантарма 12 проекта ĕçе кĕртнĕ. Кăçал конкурсра 18 проект çĕнтернĕ, пĕтĕмĕшле 11767 пин тенкĕлĕх.
Докладчик çавăн пекех вĕрентÿ, спорт, культура тытăмĕсенчи çитĕнÿсене асăнчĕ, районта ăнăçлă ĕçлекен федераллă программăсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Çитменлĕхсен шутне Леонид Николаев çурт-йĕр çĕклессипе, обществăлла тата кил картишĕсен территорийĕсене хăтлăлатассипе çителĕклĕ ĕçлеменнине кĕртрĕ. Пысăк ыйту – çутçанталăк газĕшĕн парăм пысăк пулни, вăл 20 млн та 725 пин тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех районăн куçман пурлăхăн муниципаллă объекчĕсемпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнишĕн, çĕр лаптăкĕшĕн тата пурлăхшăн аренда тÿлевĕн парăмĕсемпе ĕçлемелĕх пур. Пысăк парăмçăсен шутĕнче – «Кольцовка» агрофирма, «Вымпел-Коммуникацисем» АУО, «Водоканал» ТМЯО.
Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина районăн хăшпĕр çул-йĕрпе тăрăшуллăрах ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ, парăмçăсен финанс дисциплинине ÿстерессипе çирĕп мерăсем йышăнма сĕнчĕ. Ĕçре ниçта та шутланса тăман граждансем тĕлĕшпе ыйту çивĕччине асăнчĕ. Кунашкаллисем районта 5187 çын. «Йĕркелемен ĕç хутшăнăвĕсем чи малтанах – «сăрă» рынокăн кăтартăвĕ. Çавăн пекех çыннăн ĕç прависене пăсни, бюджет çухатăвĕ», – терĕ вăл, неформаллă ĕçсĕрлĕхе тупса палăртассине вăйлатма чĕнсе.
Кăçал Вăрнар район территорине аталантарма республика бюджетĕнчен 305,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Пулăшăвăн пысăк пайĕ – 229,6 млн тенки – тасатакан сооруженисемлĕ хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕн строительстви çине каять. Çавăн пекех республика укçипе çулсем проектлама тата тума, вĕрентÿ тытăмĕн пурлăх базине пуянлатма, район тĕп больницине юсама палăртнă. Пысăк ĕçсен шутĕнче çавăн пекех модульлĕ икĕ çĕнĕ ФАП тăвасси – вĕсем Аçăмçырми тата Кÿстÿмĕр ялĕсенче çĕкленмелле.
Светлана Енилина бюджет укçипе тĕллевлĕ тата тухăçлă усă курма асăрхаттарчĕ. Залра ларакансен ыйтăвĕсене те хуравларĕ вăл. Вĕсем ял поселенийĕсенче пушар хуралĕн машинисене тытса тăрасси, вырăнти пĕвесене хăтлăлатассине пуçаруллă бюджетировани программине кĕртесси, Вăрнарти Илларионов урамне çутатасси, ĕçлекен пенсионерсен тÿлевĕ тавра пычĕç. Паллах, коммуналлă хытă каяшсен тарифĕн ыйтăвне те манса хăвармарĕç. Светлана Александровна ял халăхĕнчен ТКОшăн илекен тарифа улăштарас тĕлĕшпе Строительство министерстви ĕçлеме пуçланине пĕлтерчĕ. Ун сăмахĕсемпе, суйласа илнĕ темиçе пилотлă районта çулталăк хушши каяшсен калăпăшне палăртаççĕ, хыççăн ун пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх ялта пурăнакансем валли тариф йĕркелĕç.
Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов та район ĕç-хĕлĕ тĕлĕшпе хăйĕн хаклавне пĕлтерчĕ. Çитменлĕхсене кая хăвармасăр пĕтерме ыйтрĕ. «Ĕçсĕрлĕх тĕлĕшпе ыйтусем пулмалла мар. Паянхи пурнăçра ĕç çук тесе лармалли çук, Вăрнарти ĕçлев центрĕ ав вун-вун ваканси сĕнет, кирлех пулсан, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра та ĕç сĕнекен пĕлтерÿсем тăтăшах пичетленеççĕ», – терĕ вăл. Кăçал Вăрнар районĕнче çул-йĕр, çурт-йĕр строительствинче калăпăшлă ĕçсем пурнăçланмаллине каларĕ.
Пысăк хăнасем вăрнарсене район пуласлăхĕшĕн пĕрлешсе ĕçлеме, аталану хăватне ÿстерме чĕнсе каларĕç.
Районти культура çурчĕн фойинче хамăр тăрăхри предприяти-организацисен ĕç-хĕлĕн зонисем, продукци куравĕсем ĕçлерĕç. Патшапа патша майри, сцена сăнарĕсем пысăк хăнасене кĕтсе илсе кăçал Театр çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕç.
Çавăн пекех мероприяти йĕркипе çичĕ çамрăка – Вăрнарти 2-мĕш шкулти Снежана Алексеевана тата Анна Федорована, Санарпуç шкулĕнчи Анастасия Краснована, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсене Домна Антонована, Екатерина Нараткинана, Владимир Скворцова тата полицин «Вурнарский» пайĕн оперуполномоченнăйне Михаил Наумова – Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулнине ĕнентерекен свидетельствăсемпе чысларĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |