Районта та чылай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:14 Просмотров: 339

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсен пурнăçлавĕ, чи малтанах алиментсене шыраса илесси, – республикăри суд приставĕсен уйрăм тимлĕхĕнче.

Пĕлтĕр вĕсем 8,5 пин ача интересĕсене хÿтĕлесе алимент тÿлевĕсене 175 миллион тенкĕлĕх шыраса илнĕ. Административлă явап тытнисем – 1400 (кашни саккăрмĕш) парăмçă. Кунсăр пуçне сĕмсĕр парăмçăсем тĕлĕшпе 673 уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ.

Суд приставĕсен службинчи пурнăçлав ĕçĕсене кура, алимент парăмçисем чи нумай районсем шутĕнче çĕмĕрлесемпе, улатăрсемпе, сĕнтĕрвăррисемпе пĕрлех Вăрнар районĕ те пур. Сăмах май, алимент тÿлессинчен пăрăнакансен 9 проценчĕ – хĕрарăмсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика