Кăмăллă сăмах чуна лăпкать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:15 Просмотров: 349

Вăрнарта пурăнакан Тамара Константиновна Уразманова çак кунсенче 90 çул тултарнă. Çак ятпа вăл та Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ятран çырнă саламне илнĕ.

Тамара Константиновна Шупашкар районĕнче çуралнă пулин те Вăрнар район аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă. Пирĕн тăрăха куçса киличчен вăл «Паха тĕрĕре» ĕçленĕ. Вăрнара вĕсем мăшăрне, фабрикăра бухгалтерта тимлекенскере, направленипе куçарсан килнĕ.

Ырă ят ĕмĕрлĕх тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Рафаил Мусаидович Уразманов ĕмĕрĕпе йывăç комбинатĕнче бухгалтерта тăрăшнă, шут ĕçĕнче питĕ ăста пулнă. Çакна ăна пĕлнисенчен нумайăшĕ палăртать. Тамара Константиновна вара нумай çул йăла тивĕçтерĕвĕсен комбинатĕнче кассирта вăй хунă. Тĕслĕхлĕ ĕçĕшĕн Хисеп хучĕсене чылай тивĕçнĕ. Ăна «Ырми-канми ĕçленĕшĕн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» медальпе, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Ачалăхĕ йывăр килнине куççульленсе аса илет вăл. Ашшĕ 28-та чухне, киномеханикра ĕçлекенскер, çĕнĕ лентăсем кÿрсе килнĕ чухне лаша урапи айне пулса вилнĕ. Тамара Константиновна вăл вăхăтра виççĕре кăна пулнă, пиччĕшĕ пилĕк çулта, йăмăкĕ вара – виçĕ кунхи ача. «Аннен кулянса ĕмĕрĕ катăлчĕ. Йывăр хуйхине ĕçре пусарчĕ», – терĕ Тамара Константиновна.

Паллакан-пĕлекенсем ун уçă кăмăлне ырласа палăртаççĕ. Шел те, шалкăм çапнипе тата ÿксе урине хуçнă хыççăн юлашки вăхăтра вăл урама ытлашшиех тухса çÿремест. Пĕр çуртра пурăнакансем унччен вăл ачасене те тем тĕрлĕ историсемпе тыткăнланине калаççĕ.

Тамара Константиновнан мăшăрĕ 2001 çулта çĕре кĕнĕ. Йывăр çухатăва тÿссе ирттерме ăна ывăлĕпе хĕрĕ, икĕ мăнукĕ, пĕлĕшĕсем пулăшнă. Çывăх çыннисем килеймен вăхăтра халĕ ăна кÿршисем те пăрахмаççĕ, кашни кунах сывлăхĕпе-кăмăлĕпе кăсăкланаççĕ.

Ватă çыннăн сĕтелĕ çинче пичет изданийĕсем купипе выртни вăл вулама юратнине яр уççăн кăтартать. «Кунĕпе ман урăх мĕн тăвас-ха? Хаçат-журнал вуламасан ăс мăкалсах каять», – тет вăл.

Кăмăллă сăмах чуна лăпкать тенешкел, Тамара Константиновна Владимир Путин алă пуснă открыткăна тыта-тыта пăхать. «Манманшăн, хисепленĕшĕн тав. Салампа пĕрле, ав, мĕн пысăкăш чечек çыххи парнелерĕç. Чун савăнать», – терĕ вăл. Юбиляра çавра датăпа Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Степашин саламланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика