Раççейре палăртнă Театр çулталăкне культура учреждени-йĕсем çеç мар, вĕрентÿ организа-цийĕсем те хапăлласа йышăнчĕç.
Воспитани парас ĕçре ÿнерĕн ку тĕсĕ пысăк вырăн йышăннине палăртаççĕ Калининăри вăтам шкулта. Çак кунсенче Театр çулталăкне кунта анлă çул панă.
Театр, тĕрĕссипе, тĕрлĕ искусствăсене пĕрлештерет: литературăна, музыкăна, хореографие, вокала тата ыттине те. Çакна шута илнĕ те мероприятие йĕркелекенсем. Кашни класс пĕр-пĕр юрра театрализациленĕ. Чылайăшĕ патриотизм туйăмĕллĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. 3-мĕшсем, акă, класĕпе çар тумĕпе пулнă. Раççей, çар хăвачĕ пирки инсценировкăсем лартнă.
– Кашни номер ачасен тавракурăмĕ, шухăшĕ анлă пулнине çирĕплетрĕ. Уява хатĕрленсе вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те нумай ĕç турĕç, – терĕ шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
