Çамрăксен канашĕсем тупăшрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:32 Просмотров: 320

Ĕçлекен çамрăксен «Хĕллехи десант» республикăри IV спорт фестивалĕ иртнĕ. «Сурские зори» турист базине Чăваш енри вунпĕр район-хула команди пухăннă.

Фестивале Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников саламланă.

Командăсем хăйсемпе сăвăлла-юрăлла формăпа паллаштарнă. Ытти конкурссем уçă площадкăсенче иртнĕ: хаваслă стартсем, пневматикăллă винтовкăран пересси, йĕлтĕрпе ăмăртасси, ăс-хакăл конкурсĕ тата ытти те.

Фестиваль çĕнтерÿçи – Тăвай районĕн çамрăксен правительстви. 2-мĕш вырăнта – Т Плюс ушкăнра ĕçлекен Мари Элти тата Чăваш енри филиалĕн çамрăксен канашĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн çамрăк ĕçченĕсен канашĕ 3-мĕш вырăн йышăннă.

Çакнашкал мероприятисем çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслашма пулăшаççĕ çеç мар, пĕтĕçтереççĕ те.

Фестиваль Чăваш ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин тата Чăваш енри çамрăксен инициативисен центрĕн пуçарăвĕпе иртет. Тĕп спонсорĕ – «Август» компани, тĕп йĕркелÿçи унăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика